Литва чĕлхи

Литва чĕлхи (lietuvių kalba) — инди-европа чĕлхисен балтика ушкăнне кĕрекен чĕлхе, Литва патшалăх чĕлхи. Ытларах енĕпе латви чĕлхине çывăх.

Калаçакан вырăнсемПравить

Литвасăр пуçне тата Польшăра (2003 çулта 5,8 пин çын), Белорусире, Калининград облаçĕнче (18 пин), АПШра (660 пин çынран 38,3 пинĕ) литва чĕлхипе калаçаççĕ. 2002 çулхи перепись тăрăх Раççейре литва чĕлхипе калаçакан 49 пин çын пурăнать. Тĕнчипе вара пурĕ 3 миллион çын ытла.

ИсториПравить

Литва чĕлхи çинче кивĕ индо-европа чĕлхин грамматикин нумай йĕрки сыхланса юлнă. Çавăнпа та унпа чĕлхе тĕпчевçисем кăсăкланаççĕ.

Литва чĕлхин алфавичĕПравить

XVI ĕмĕртен пуçласа латин алфавитне усă кураççĕ. 1860-мĕш çулсен иккĕмĕш çур ĕмĕрĕнчен пуçласа кириллицăна усă курма тăрăшнă (а, б, в, г, д, е, ж, з, и, к, л, м, н, о, ô, п, р, с, т, у, ц, ч, ш, щ, ь, ѣ, ю, я, io, iô, й, ў), анчах ку ĕç ăнăçлах вĕçленмен. 1901—1905 çулсенче алфавитра улшăнусем пулса иртнĕ. Хальхи литва чĕлхин алфавитĕнче 32 саспалли:

A a Ą ą B b C c Č č D d E e Ę ę
Ė ė F f G g H h I i Į į Y y J j
K k L l M m N n O o P p R r S s
Š š T t U u Ų ų Ū ū V v Z z Ž ž

ДиалекчĕсемПравить

Икĕ тĕп дилект уйăраççĕ:

  • Аукштайт (aukštaičių - çӳлли)
  • Жемайт (žemaičių - аялти).

ФонетикиПравить

Уçă сассисемПравить

Литва чĕлхинче 12 уçă сасă. Уçă сассисене вăрăммăн каланине диакритикăллă паллăпа (nosinė (самсăлă) — ą, ę, į, ų саспаллисем айĕнче çекĕл) кăтартаççĕ. Авал ку сасăсене поляк чĕлхинчи пек сăмса витĕр каланă.

Пысăккисем A Ą E Ę Ė I Į Y O U Ų Ū
Пĕчĕккисем a ą e ę ė i į y o u ų ū
ТФА a ɛ ɛː i o u

Хытă сасăсемПравить

Пысăккисем B C Č D F G H J K L M N P R S Š T V Z Ž
Пĕчĕккисем b c č d f g h j k l m n p r s š t v z ž
ТФА b ts ʧ d f g ɣ j k l m n p r s ʃ t ʋ z ʒ


ГрамматикаПравить

Литва чĕлхинче 6 падеж тата нумай флекси пур. Латин чĕлхин грамматикине асаилтерет. Камăнлăх падежĕнче усă курнă сăмахсем паллă ятсем вырăнĕнче тăраççĕ.

Тĕслĕхсем:

  • naujas vyrų ir moterų drabužių salonas = çĕнĕ арçынăн тата хĕрарăмăн тумтир салонĕ.
  • nacionalinis dramos teatras = Наци драма театрĕ.

Литва чĕлхинче артикль çук.

Википедин [[:{{{code}}}:|{{{1}}} уйрăмĕ]].