Уçă сасăсем

(Уçă сасă ҫинчен куҫарнӑ)

Уçă сасă, — сывлăш юхăмĕ çăвар хăвăлĕпе ирĕккĕн, нимĕнле чăрмавсăр тухнипе пулакан сасă. Вăл сыпăк тăвакан сасă, çавăнпа та ăна сыпăк тĕвви теççĕ. Чăваш сăмахĕнче миçе уçă сасă, çавăн чухлĕ сыпăк (ла-ша, кĕ-не-ке, пĕл-тĕр-хи-сем).

Уçă сасăсене артикуляципе акустика тĕлĕшĕнчен хаклаççĕ. Артикуляци тĕлĕшĕнчен уçă сасăсем пĕр-пĕринчен виçĕ паллăпа уйрăлса тăраççĕ: рет, çӳллĕш (е пусăм) тата тута паллисемпе. Тĕп чăваш сăмахĕсенче 8 уçă сасă.

Сингармонизм сакунне (рет килĕшĕвне) пула уçă сасăсем икĕ ушкăна: малти ретри уçă сасăсене (э, ĕ, и, ӳ) тата кайри ретри уçă сасăсене (а, ă, ы, у) пайланаççĕ. Шкул учебникĕсенче вĕсене çемçе уçă сасăсем тата хытă уçă сасăсем теççĕ. Аффикссем икĕ вариантлă пулнăран уçă сасăсене çакăн пек мăшăрсене уйăрма пулать: а — э, ă — ĕ, ы — и, у — ӳ.

Акустика тĕлĕшĕнчен илсен уçă сасăсен шутне сасă чĕлĕхĕсем чĕтренни кĕрет. Сасă чĕлĕхĕсем чĕтренмесĕр пĕр уçă сасă та пулмасть.

А тата ĕ уçă сасăсене кĕске уçă сасăсем, ыттисене — тулли (е вăрăм) ,уçă сасăсем теççĕ. Тулли уçă сасăсен (а, э, ы, и, у, ӳ) пахалăхĕ ударениллĕ сыпăкра та, ударенисĕрринче те пĕр пек, вăл улшăнмасть.

Кĕске уçă сасăсем пахалăх редукцине парăнаççĕ: ударенисĕр сыпăксенче çав сасăсем самаях урăхла илтĕнеççĕ, хăш-пĕр чухне питĕ кĕскелнипе сăмахран пачах тухса ӳкеççĕ (эпĕ — эп, эсĕ — эс, çичĕ — çич ача, вунă — вун кĕнеке, пултăран — пултран, пурăнăç — пурнăç).

Тĕп чăваш сăмахĕсенче уçă сасăпа юнашар хупă сасăсенчен чылайăшĕ пулма пултарать, анчах та икĕ уçă сасă юнашар тăма пултараймасть. Ку вăл чăваш фонетикин тĕп сакунĕсенчен пĕри. Уçă сасăсем сăмахăн пур позицийĕсенче те (пуçламăшĕнче те, варринче те, вĕçĕнче те) пулма пултараççĕ (арман, лаша, упа, пулă, çыру). Ы сăмахĕн малти пĕрремĕш иккĕмĕш буквинче кăна пулма пултарать. Хытă сăмах тымарĕсенче малти ретри и сасă нихăçан та тĕл пулмасть, аффикс пулаканни вара çемçе сăмахсенче те, хытă сăмахсенче те пулать, тĕслĕхрен: çимĕç, тиле, эпир, ĕни, кĕпи, лаши, вăрманти, хулари, кăмаки.

Уçăлакан сасси урăх уçă сасăпа улăшăнма пултарать, а вырăнне у, и пулма пултарать.

Чăваш чĕлхинче:

Хыттисем: Аа, Ăă, Уу, Ыы

Çемçисем: Ее/Ээ, Ĕĕ, Ӳӳ, Ии

Вырăс сăмахĕсенче:

Оо, Ёё

Литература

тӳрлет
  • В. Кодзасов, О. Ф. Кривнова Общая фонетика. М.: РГГУ, 2001
  • Ashby, J. Maidment An Introduction to Phonetic Science. Cambridge: CUP, 2005

Çав. пекех

тӳрлет