Çемçе уçă сасăсем
Çемçе уçă сасăсем, — малти ретри уçă сасăсем (и,э,ĕ,ӳ). Çак термин чăваш чĕлхине вĕрентмелли шкул учебникĕсенче çирĕпленнĕ. Çемçе уçă сасăсен артикуляцийĕнче чĕлхе пĕтĕм калăпăшĕпе малалла туртăнни тĕп вырăн йышăнать. Ăна, тĕслĕхрен, а тата э сасăсене умлă-хыçлă каланине сăнаса лайăх асăрхама пулать. Э сасса каланă чух чĕлхе хăйĕн мĕнпур калăпăшĕпе малалла, а сасса каланă чух — каялла туртăнать.
Çемçе уçă сасăсем пусăм (çӳллĕш) палли тăрăх пĕр пек мар. И тата ӳ сасăсем — чи çӳлти пусăмри уçă сасăсем. И сасса каланă чух чĕлхене тата кăшт çӳлерех çĕклентерсен вăл хупă сасса куçса каять. Э тата ĕ сасăсем пусăм палли тĕлĕшĕнчен кăшт аяларах тăраççĕ.
Çемçе уçă сасăсемпе юнашар тăракан хупă сасăсем, сингармонизм законне пула, яланах çемçе пулаççĕ. Чăваш чĕлхинче çемçе уçă сасăсем хытă уçă сасăсемпе (а, ă, у, ы) мăшăрлă.
Литература
тӳрлет- Котлеев В.И. Чăваш чĕлхин сасă тытăмĕ. Ш., 1981.