Артикуляци
Артикуляци – фонетика ăслăлăхĕнче, пуплеве кĕрекен сасăсене тунă чухне ăна тăвакан органсен ĕçĕ. Пуплеври кирек мĕнле сасса та сас тăвакансен органсем кăлараççĕ. Çав органсем мĕнлерех вырнаçни ку е тепĕр сасăн артикуляцийĕ пулать. Çын артикуляцийĕ мĕнле пулничен сасă тасалăхĕ килет. Артикуляции 3 пайран тăрать: сасă тума хăтĕрленни, сасă кăларни, каялла таврăнни. Нумай чухне сасă тăвакан органсем каялла таврăнма ĕлкĕреймесĕрех тепĕр сасă тума хатĕрленеççĕ. Ку çын пуплевĕ уйрăм сасăсенчен мар, сасăсен черетленĕвĕнчен йĕркеленнĕ пирки пулать.