Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Чĕлхе (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Чĕлхе — халăхсем калаçакан этем ăс-тăнĕнче упранакан виçесем (сасă, морфема, сăмах, синтаксема) тата вĕсемпе усă курмалли йĕрке. Пуплев - чĕлхепе усă курни. Чĕлхепе пуплев - уйрăлми пĕтĕçсе ларнă иккĕ пĕрлĕх.

Чĕлхесен йывăçĕ (А.Ю. Милитарев)

Чĕлхепе пуплеве пĕр-пĕринчен XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче кăна уйăрма пуçланă.

Ытти тĕрĕк чĕлхисенче "чĕлхе" - тел [тĕл]. Ку ĕлкĕ чăваш сăмахĕпе пĕр тымарлă.

Чĕлхе тĕсĕсем: этем чĕлхи (тĕслĕхрен, чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи), ятарласа шутласа кăларнă чĕлхе (тĕслĕхрен, эсперанто), компьютер чĕлхи (тĕслĕхрен, Паскаль) т. ыт.

Тӗнчери чĕлхесем

тӳрлет
Тĕп статья: Тӗнчери чĕлхесем

Тĕнчери чĕлхесем улшăнни (динамики)

тӳрлет

Сăнаса пăхнă май, паянкуна тĕнчере пиллĕк — улттă пине яхăн чĕлхе. 40 чи анлă сарăлнă чĕлхесемпе Çĕр çинче пурăнакан иккĕ виççĕмĕш çын калаçать. Нумайрах китай, испани, хинди, акăлчан, вырăс, португал тата арап чĕлхисемпе усă кураççĕ. Франц чĕлхипе те чылай çын калаçать, анчах та ăна тăван чĕлхе вырăнне хуракансен шучĕ сахал.

Тĕпчевçĕсем кăтартнипе, хальхи чĕлхесен çур шучĕ XXI çĕрçуллăх варрине çитиччен çухалать. Çухалса пыракан чĕлхесен нумайăшĕ юнашар хăватлă чĕлхе хутшăнăвĕ пулнипе çĕтсе пырать, çавăнпа ĕнтĕ, пĕчĕк халăхсен тата патшалăхсăр халăх чĕлхисемшĕн паянхи коммуникаци лару-тăрăвĕ хăрушлă пулать. Чĕлхене ачасен 70 % пайĕ çеç вĕренет пулсан, вăл пĕтсе пыракан шутне кĕрет. ЮНЕСКО кăларнă «Тĕнчери пĕтсе пыракан чĕлхесен атласĕ» тĕпчев ĕçĕнче çакна палăртнă: паян Европăра 50 яхăн чĕлхене сӳнесси кĕтет.

Алă чĕлхи

тӳрлет

Алăсен чĕлхи — хăлхасăр, чĕлхесĕр çынсем усă куран чĕлхи. Алăсене хуçкаласа тата мимикăпа палăртса калаçаççĕ.

Хăшпĕр çĕр-шывсенче (АПШ-па Канадăра) алă чĕлхисемпе (американ ASL алăсен чĕлхи) итлеме пултаракансем те усă кураççĕ. 1998 çулта çак курссенче 61 000 яхăн студент вĕреннĕ. Юлашки çулсенче алă чĕлхисене çырмалли системăсем аталанса пыраççĕ.

Программа чӗлхи

тӳрлет

Программӑн малтанхи чӗлхисем хальхи электронлӑ шутлав машинисем киличченех тухса тӑнӑ теме пулать: XIX ӗмӗрте программӑлакан хатӗрсем шухӑшласа кӑларнӑ, вӗсене программӑлакан машинӑсем теме май пур.[1]

Çав. пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Чӗлхе аталанӑвӗн ир пулакан тапхӑрӗсем. 2023 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.

Литература

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет