Уйгур чĕлхи, — уйгурсен чĕлхи, тĕрĕк чĕлхисем шутне кĕрет. Узбек чĕлхипе пĕрле карлук ушкăнне кĕрет.

Ку чĕлхепе Китайра, Казахстанра, Узбекистанра, Кăркăстанра тата Туркменистанра калаçаççĕ. Уйгурсен пĕчĕк ушкăнĕсем Афганистанра, Сауд Аравийĕнче тата Турцире пурăнаççĕ.

Чĕлхе кун-çулĕ

тӳрлет

VIII ĕмĕрте темиçе йăха пĕрлештерсе уйгурсем Тĕп Азире пысăк патшалăх йĕркеленĕ. Ку вăхăтра вĕсем çыруллăх та йĕркеленĕ. Çак çыруллăха вĕсем сăкăтсенчен илнĕ пулас.

Хальхи вăхăтччен уйгур çыруллăхĕн чылай палăкĕсем сыхланса юлнă. Юсуф Хас-Хаджибăн 1070 çулхи «Кутадгу билиг» (Телейлĕ пĕлӳ) уйрăмах кăткăслă. Каярах уйгур чĕлхине чагатай чĕлхи хĕсме пуçланă.

Хальхи çырулăхĕ

тӳрлет

Хальхи уйгур чĕлхи XVII ĕмĕрте çурала пуçланă. Уйгур чĕлхин халĕ икĕ тĕсĕ пур: тухăç-туркестанри (арап çырулăхĕ çинче никĕсленет, 1965-1982 çулсенче латтин алфавитне усă курнă) тата тĕп-азири. Тĕп азири тĕсĕ малтан 1930 çулччен арап çырулăхĕпе, каярахпа латиница çине (1930—1946) куçнă:

A a B в C c Ç ç D d E e Ə ə G g
Ƣ ƣ H h I i J j K k L l M m N n
Ŋ ŋ O o Ө ө P p Q q R r S s Ş ş
T t U u V v X x Y y Z z Ƶ ƶ

1947 çулта вара кириллица çине куçарнă:

А а Б б В в Г г Ғ ғ Д д Е е Ё ё
Ә ә Ж ж Җ җ З з И и Й й К к Қ қ
Л л М м Н н Ң ң О о Ө ө П п Р р
С с Т т У у Ү ү Ф ф Х х Ц ц Ч ч
Ш ш Щ щ Ъ ъ Ы ы Ь ь Э э Ю ю Я я

Вĕсене пĕтĕмлетекен тĕпĕ шутĕнче тĕп диалект шутланать.