Чагатай чĕлхи
Чагатай чĕлхи, — вăтам ĕмĕрсенчи тĕрĕк чĕлхи. Тĕрĕк чĕлхине тĕпчекенсен хушшинче унăн вăхăт чиккисемпе тата хăш ушкăна уйăрасси пирки пĕр шухăш тупăнайман-ха. Вăтам Азире ку чĕлхе урлă тĕрлĕ халăхсем пĕр-пĕринпе калаçнă.
Чагатай чĕлхин тĕпĕ литературлă узбек чĕлхи çинче никĕсленет тесе шутлаççĕ. Çавна май ăна час-часах кив узбек чĕлхи вырăнне хураççĕ. Ку чĕлхе çавăн пекех уйгур чĕлхи çине те пысăк витĕм кӳнĕ.