Хункăр чĕлхи

(Венгр чĕлхи ҫинчен куҫарнӑ)

Хункăр чĕлхи (мадьяр, мачар чĕлхи) — финн-укăр чĕлхисен ушкăнне кĕрекен чĕлхе. ханты тата манси чĕлхипе пĕрле укăр сыпăкне йĕркелет. Хункăрла калаçакан йыш 15 млн çывхарать. Хункăрсем, тĕпрен илсен, Хункăрире, Австрире, Румынире, Украинăра пурăнаççĕ.

Хункăр чĕлхи
Тăван ячĕ: Magyar nyelv
Патшалăхсем: Хункăри, Румыни, Словаки, Украина, Серби, Хорвати, Австри, Словени
Официаллă статус: Хункăри, ЕП, Воеводина Сербире, Румынири, Словакири тата Словенири венгрсем пурăнакан вырăнта
Йĕркелекен: Хункăри Ăслăх Академин лингвистика институчĕ
Калаçакансен пур йышĕ: 14 млн
Рейтинг: 52
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Урал чĕлхисем
Финн-укăр чĕлхисем
Укăр чĕлхисем
Çырулăх: латиница (хункăр алфавичĕ)
Чĕлхе кочĕсем
ГОСТ 7.75–97: вен 133
ISO 639-1: hu
ISO 639-2: hun
ISO 639-3: hun
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Хункăр чĕлхи 8 диалекта пĕрлештерет. Хальхи тăван çĕршыв хутлăхне пуçтарăничченхи тапхăрта (X ĕмĕрчен) пăлхар-чăваш чĕлхипе тачă çыхăнура тăнă. Тĕпчевçĕсем хункăр чĕлхинче 500 яхăн чăваш сăмахне тупса палăртнă.

Çырулăхĕ латиница алфавичĕ çинче никĕсленнĕ. Чĕлхе кочĕ - hu е hun (ISO 639 тăрăх)

Чăваш чĕлхипе çыхăнни

тӳрлет
 

Хункăр чĕлхине ĕлĕк-авалах çур пине яхăн чăваш-пăлхар сăмахĕ кĕрсе юлнă (пĕр чĕлхе тупмалăх çителĕклĕ). Хункăрсем вăта Европăна Çĕпĕртен куçса килнĕ, çулĕ вĕсен чăваш урлă выртнă. «Улма» – «Олма», «Пурçăн» – «Баршонь». – «Сысна» – «Дисно». – «Çурла» – «Шарло». – «Кивçен» – «Кёльчён». – «Çурта» – «Дертя».[1]

Çав. пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Фомин Э. Чи хитре чĕлхе. «Малтан сăмах пулнă» пайĕ [1]

Каçăсем

тӳрлет