Перс чĕлхи
Перс чĕлхи (е фарси, زبان فارسی — zabân-e fârsi) — иран чĕлхисен шутне кĕрекен, вĕсен хушшинче чи анлă сарăлнă чĕлхе. Иранра официаллă чĕлхе шутланать.
Перс чĕлхи | |
---|---|
Патшалăхсем: | Анăç фарси: Иран Ирак Бахрейн Кувейт Дари: Афганистан Пакистан Таджик: Ӳкерчĕк:Flag of Tadzhikistan.svg Узбекистан Диаспорăсем: АПШ, Аслă Британи, Германи, РФ, Израиль, Турци, Эрмени, Швеци, Инди, Азербайджан |
Официаллă статус: | Иран Афганистан (дари) Ӳкерчĕк:Flag of Tadzhikistan.svg (таджик) |
Йĕркелекен: | Перс чĕлхипе литературин академийĕ |
Рейтинг: | тăван чĕлхе 22[1] |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Индоевропа çемьи | |
Çырулăх: | арап-перс, кириллица (таджик алфавичĕ) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ГОСТ 7.75–97: | пер 535 |
ISO 639-1: | fa |
ISO 639-2: | per (B); fas (T) |
ISO 639-3: | fas, prs, pes, tgk |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Енчен те перс чĕлхи тени Хĕвеланăсĕнчи (Иранра) пурнакансене çеç пырса тивет пулсан, фарси (фарççи) тени вара Хĕвелтухăçĕнчисем (таджик, дари) тĕлĕшпе те тĕрĕс — вĕсене те фарççи теме юрать.
Иранра ку чĕлхепе халăхăн 80% калаçать — 50 млн патнелле. Тĕнче шайĕнче чĕлхене пĕлекенсен шучĕ 61 млн çитет.
Перс çырулăхĕпе усă кураççĕ, вăл арап çырулăхĕн никĕсĕпе тĕпленнĕ. Унта арап çырулăхĕнчи 28 саспалли тата 4 хушма паллă пур. Хушма паллисене перс чĕлхинчи ятарлă сасăсене кăтартма кĕртнĕ. Сылтăмран сулахаялла çыраççĕ.
Арап чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсем нумай. Ку вăл VII ĕмĕрте Иран çĕрне арапсем тытса илнĕ вăхăтпа çыхăннă.
Морфологи
тӳрлетПерс чĕлхи флактивлă аналитикăллă.
Ятсем
тӳрлетЧĕлхере япала, паллă, хисеп ячĕсемпе местоимени пур. Япала ячĕн хисеп категорийĕпе паллăлăхпа паллăмарлăхĕ пур. Паллă ячĕсем танлаштару степенĕпе, местоименисем — сăпат категорийĕпе уйрăлса тăраççĕ. Пур ятсем те аналитикăллă йĕркеленеççĕ, сăмахсем агглюнативлă майпа хатĕрленеççĕ. Çав вăхăтрах аффикссен шучĕ нумай мар.
Япала ячĕсен падеж форми çук.
Чăваш чĕлхинчи пекех хисеп ячĕ пур чухне нумайлăх хисепне усă курмаççĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Lewis, M. Paul, Gary F. Simons, Charles D. Fennig: Statistical Summaries. Summary by language size. Language size (акăлч.). Ethnologue: Languages of the World. Dallas: SIL International (2017).
Каçăсем
тӳрлет- Перс чĕлхине харпăрла вĕренӳ пособийĕ
- Онлайнри вырăсла персла сăмахсар 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Онлайнри персла вырăсла сăмахсар 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.