Хисеп ячĕ
- Ку ăнлава хисеп (грамматика) тенипе ан пăтраштарăр
Хисеп ячĕ, — хисепе кăтартакан, япаласен шутласа кайнă чухнехи йĕркине, ĕç миçе хут пулнине пĕлтерекен пуплев пайĕ. Хисеп ячĕн ыйтăвĕсем: миçе? миçемĕш? миçешер? миçен?
Хисепе кăтартакан тымар сăмахсем нумай мар: пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă, пиллĕк, улттă, çиччĕ, саккăр, тăххăр, вуннă, çирĕм, вăтăр, хĕрĕх, аллă, упшăл, çитмĕл, çĕр, пин. Ытти мĕнпур хисепсене çак тымарсен çыхăнăвĕпе кăтартаççĕ (вун çиччĕ, çирĕм тăваттă, çĕр вăтăр саккăр).
Хисеп ячĕ япала паллине унăн хисепе тĕлĕшĕнчен кăтартать, япала ятне ăнлантарса предложенире вăл определени пулать (çичĕ кун, виççĕмĕш класс, икшер кĕнеке). Япала ятне ăнлантарман чухне хисеп ячĕсем предложенин ытти членĕсем те пулма пултараççĕ.
Чăваш чĕлхинче хисеп ячĕсем çак ушкăнсене уйрăлаççĕ:
- шут хисеп ячĕ (япала шутне е ĕç миçе хут пулнине пĕлтерекен форма). Ыйтăвĕ миçе?;
- йĕрке хисеп ячĕ (япалан шутласа кайнă чухнехи вырăнне пĕлтерекен форма). Ыйтăвĕ миçемĕш?;
- валеçӳ хисеп ячĕ (пĕр-пĕр япалана шучĕ тĕлĕшĕнчен пĕр виçеллĕ уйăрнине пĕлтерекен форма). Ыйтăвĕ миçешер?;
- хисеп ячĕн сăпатлă форми (япаласен ушкăнĕ хăш сăпатпа çыхăннине пĕлтерекен форма)
- пĕтĕмлетӳ хисеп ячĕ (миçен пĕрле пулнине пĕлтерекен форма). Ыйтăвĕ миçен?;
- валеçӳ-пĕтĕмлетӳ хисеп ячĕ (мĕне те пулин шучĕ тĕлĕшĕнчен пĕр пек ушкăнласа тухнине пĕлтерекен форма). Ыйтăвĕ миçешерĕн?.
Хисеп ячĕсем япала ячĕсене ăнлантарнă чухне падеж тăрăх улшăнмаççĕ. Япала ячĕпе çыхăнман чух хисепĕсем ячĕ падеж тăрăх улшăнаççĕ.
Хисеп ячĕсемпе çыхăнакан япала ячĕсем нумай хисеп аффиксне йышăнмаççĕ: вунă çын, вуншар кун, миллионшар тенкĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Андреев Н.А. Имя числительное // Материалы по грамматике современного чувашского языка. Ч., 1957;
- Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи: Морфологи. Ш., 1965;
- Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1993.
Ку лингвистика пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |