Паллă ячĕ, — япалан, ĕçĕн, паллăн паллине пĕлтерекен пуплев пайĕ. Ыйтăвĕ — мĕнле? (кăвак, шурă, пысăк, çăмăл, çемçе, кĕске, ăшăх, сӳрĕк, тачка, кивĕ, лайăх, хаяр). Предложенире определени, обстоятельство, сказуемăй пулать.

Чăваш чĕлхинче паллă ячĕ япала ячĕпе те, глаголпа та нимĕнле морфологи паллисĕрех (аффикс хушăнмасăрах) çыхăнать. Паллă ячĕсен танлаштару степенĕсем пур, вĕсем япалан е ĕçĕн пахалăх виçине пĕлтереççĕ:

  • тĕп степень — паллă ячĕн пуçламăш форми (хĕрлĕ, симĕс, сарлака, пĕчĕк, пысăк, самăр);
  • танлаштаруллă степень (хĕрлĕрех, шурăрах, сарлакарах, пĕчĕкрех, пысăкрах);
  • вăйлă степень иккĕ тĕрлĕ пулать:
    • хĕп-хĕрлĕ, шап-шурă, кăн-кăвак, сап-сарă;
    • хĕрлĕ-хĕрлĕ, сарă-сарă, пĕчĕк-пĕчĕк.

Япала е ĕç пахалăхĕ вăйлине (вăйлă степень пĕлтерĕшне) чăваш чĕлхинче синтаксис мелĕпе те кăтартаççĕ: тĕп степеньри паллă ячĕ умне чи, чăн, питĕ, шутсăр, çав тери, калама çук, тĕлĕнмелле тата ытти сăмахсене лартаççĕ (питĕ пысăк, шутсăр самăр, çав тери капăр). Япалан пахалăхĕ вăйлине фонетика мелĕпе те кăтартма май пур. Ун пек чух паллă ячĕн пĕрремĕш сыпăкри уçă сассине вăрăммăн тăсса калаççĕ: пы-ы-сăк, йы-ы-вăр, хи-и-тре тата ыттисем те.

Япала ячĕсен пекех, паллă ячĕсен те палăрту категорийĕ пур, вăл сăмах тĕпĕ çумне тата -скер аффикссем хушăннипе пулать (хĕрли, пысăкки, пысăкскер, сарлаки, кăн-кăвакки). Çак аффикссене йышăннă паллă ячĕсем ытларах япала ячĕсем хыççăн тăраççĕ, вĕсем пуплеве перекетлĕрех йĕркелеме — пĕр япала ятнех пуплевре икĕ хут калассинчен хăтарма — пулăшаççĕ. Палăрту аффиксĕсене йышăннă паллă ячĕсем вĕçленеççĕ.

Уçă сасăпа пĕтекен паллă ячĕсем çум-не аффикс хушăннă чух морфемăсен чиккинче тĕрлĕ улшăнусем (пĕр уçă сасă тухса ӳкни, хупă сасă вăрăмланни) пулса иртеççĕ: кĕске + и > кĕски, шупка + и > шупки, кăвак + и > кăвакки, çутă + и > çутти, кивĕ + и > кивви.

И, ӳ сасăсемпе пĕтекен паллă ячĕсем (вĕри, хĕрху) палăрту аффиксĕсене йышăнасшăн мар.

Паллă ячĕ çумне -ăн (-ĕн), -чĕ (-ччĕ) аффикссем хушăнаççĕ:

  • пысăккăн, пĕчĕккĕн, симĕссĕн, кăваккăн, ăшшăн, вăйлăраххăн, çăмăлраххăн (вĕсене нумай пулмасть наречи тесе пăхнă, халĕ паллă ячĕсен мĕнлелăх категорийĕ теççĕ);
  • лайăхчĕ, пысăкчĕ, хĕрлĕччĕ, начарччĕ, кăвакчĕ, вăйлăрахчĕ, пĕчĕкрехчĕ, кĕçĕнниччĕ (халĕ вĕсене паллă ячĕн иртнĕ вăхăт категорийĕ теççĕ).

Вуламалли

тӳрлет
  • Андреев Н. А. Имя прилагательное // Материалы по грамматике современного чувашского языка. Ч., 1957;
  • Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Ш., 1965;
  • Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи Ш., 1993;
  • Сергеев В.И. Хальхи чăваш чĕлхи. Морфологи. Вĕренӳ кĕнеки Ш., 1992.