Пуплев пайĕ

(Пуплев пайĕсем ҫинчен куҫарнӑ)

Пуплев пайĕсем, — сăмахсен лексикăпа грамматика ушкăнĕсем. Пĕр ушкăна кĕрекен сăмахсен пĕлтерĕшĕ, морфологи паллисемпе грамматика категорийĕсем, улшăнаслăхĕ тата синтаксис функцийĕсем пĕр пек пулаççĕ.

Чăваш чĕлхинче 11 пуплев пайĕ: япала ячĕ, паллă ячĕ, хисеп ячĕ, ылмаш, глагол, ĕçхĕлтеш, евĕрлев сăмахĕ, хыçсăмах, союз, татăк тата чĕвĕ. Чăваш чĕлхинчи сăмахсем хăш пуплев пайне кĕресси, пĕтĕмĕшле илсен, контекстран килет теме пулать, çакна, тĕслĕхрен, лайăх, тĕрлĕ, вăйлă йышши сăмахсем аван çирĕплетсе параççĕ. Пуплерĕшри вырăнне шута илсе япала ятне ăнлантарнă чухне вĕсене — паллă ячĕ, глаголпа çыхăннă чухне ĕçхĕлтеш тесе калаççĕ. Çапах та кашни сăмаха харпăр пуплев пайĕпе çыхăнтарас йăла-йĕрке (традици) пур.

Пĕлтерĕшĕсене тата предложени тытăмĕнче хăйсене мĕнле тытнине шута илсе пуплев пайĕсене тулли тата пулăшу пĕлтерĕшлисем çине уйăраççĕ:

  • тулли пĕлтерĕшлисем — япала ячĕ, паллă ячĕ, хисеп ячĕ, местоимени, глагол, наречи, евĕрлев сăмахĕ;
  • пулăшу пĕлтерĕшлисем — хыçсăмах, союз, татăк.

Чĕвĕ ку йĕркене кĕмест, мĕншĕн тесен вăл тулли пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕ пек пуплерĕш пайташĕ пулмасть, пулăшу пĕлтерĕшлисем пек, сăмахсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарма пулăшмасть, хăй те ыттисемпе çыхăнмасть.

Чĕлхери тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахсем тулли мар пĕлтерĕшлисенчен уйрăлса тăраççĕ:

  • вĕсен лексика пĕлтерĕшĕсĕр пуçне грамматика категорийĕсем пур;
  • пĕрисем улшăнакан (вĕçленекен е сăпатланакан), теприсем улшăнман (вĕçленмен, сăпатланман) пуплев пайĕ шутланаççĕ;
  • вĕсем хăйсем тĕллĕнех предложени тăваççĕ, пуплерĕшре тĕп членсем те, кĕçĕн членсем те пулма пултараççĕ.

Тулли мар пĕлтерĕшлĕ сăмахсене урăхла пулăшу сăмахĕсем теççĕ, вĕсем йышлах мар. Ку ушкăна кĕрекен сăмахсен уйрăмлăхĕсем:

  • лексика пĕлтерĕшĕ палăрмасть е пачах çук;
  • грамматика категорийĕсем те çук;
  • улшăнмаççĕ (вĕçленмеççĕ, сăпатланмаççĕ), морфемăсем çине пайланмаççĕ;
  • пуплерĕш пайташĕ пулмаççĕ, тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарма çеç пулăшаççĕ;
  • хăш-пĕр пулăшу сăмахĕсем сăмахсен е предложенисен пĕлтерĕшне мĕн енчен те пулин кăшт урăх сĕм параççĕ.

Пуплев пайĕн çак ик картлашкаллă классификацийĕ чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче 1950 çулсенче çирĕпленнĕ. Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем çак классификацие модальлĕх сăмахĕсене хушаççĕ (М.Р.Федотов).

Литература

тӳрлет
  • Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
  • Андреев И.А. К вопросу о выделенни частей речи в тюркских языках в свете теории о первичной и вторичной синтаксических функциях // Учен. зап. ЧНИИ. Вып. 46. Филология. Ч., 1970.

Çавăн пекех

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет