Грамматика (грек. grammatike «вулама тата çырма вĕрентекен искусство»), — чĕлхе тытăмĕ, унăн саккунĕсем çинчен вĕрентекен ăслăлăх. Икĕ уйрăлми тачă çыхăннă пайран — морфологипе синтаксисран — тăрать. Грамматикăн тĕп ăнлавĕсем шутне грамматика категорийĕ, грамматика форми тата грамматика пĕлтерĕшĕ кĕреççĕ.

Чĕлхери тулли пĕлтерĕшлĕ кашни сăмахăн лексика пĕлтерĕшĕ те, грамматика пĕлтерĕшĕ те пур. Лексика пĕлтерĕшĕ конкретлă та, асбтрактлă та пулма пултарать. Грамматика пĕлтерĕшĕ вара яланах абстрактлă. Тĕслĕхрен, вăрман, улăх, хĕвел, пĕлĕт — конкретлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсем, кашнин хăйĕн лексика пĕлтерĕшĕ пур. Грамматика тĕлĕшĕнчен вĕсем абстрактлă пĕлтерĕшлĕ: унашкал сăмахсене пĕтĕмлетсе япала ячĕ тетпĕр, вăсем тĕп падежра, пĕрреллĕ хисепре. Урăхла каласан, грамматика абстракципе, пĕтĕмлетӳпе çыхăннă.

Грамматика пĕлтерĕшĕ грамматика формипе тачă çыхăннă, вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма май çук. Сăмахăн грамматика форми чĕлхен ятарлă хатĕрĕсемпе — морфемăсемпе пулать. Морфемăсем шутне сăмах тымарĕ тата аффикс кĕреççĕ. Тĕслĕхрен, юлташпа, лашапа, кĕнекепе, кăранташпа формăсенче пĕр пек морфема -па (-пе) пур, ăна аффикс теççĕ. Çак аффиксен пĕрлелĕх падеж формине тăвать. Тĕрлĕ грамматика формине тума тĕрлĕ аффсемпе усă кураççĕ.

Грамматика категорийĕ — пĕр йышши пĕлтерĕшлĕ грамматика формисен пĕр-пĕринпе хирĕçле речĕсен системи. Сăмахран, япала ячĕсен падеж категорийĕ пуррине палăртатпăр. Çак категорие тăвакан падеж формисем (вĕсем чăваш чĕлхинче саккăр) пĕр-пĕринпе хирĕçлев тăваççĕ, вĕсен пĕлтерĕшĕсем кашнин хăйне евĕрлĕ. Тепĕр тĕслĕх: глаголăн вăхăт категорийĕ пур, вăл ĕçĕн вăхăтне пĕр-пĕр каланă вăхăтпа çыхăнтарса пĕлтерет. Çавна май вăхăт категорине тăвакан формăсем иртнĕ, хальхи тата пулас вăхăт пĕлтерĕшлĕ.

Грамматика морфологипе синтаксисран тăнă пирки категорисем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: морфологи категорийĕсем тата синтаксис категорийĕсем. Кашни пуплев пайĕн хăйĕн грамматика категорийĕсем пур.

Чĕлхен грамматика тытăмĕ, лексикăпа танлаштарсан, хăйĕн çирĕплĕхĕпе палăрса тăрать: вăл улшăнать пулсан та, çав тери вăрах улшăнать. Чĕлхе лексики пурнăç аталанăвне пула пĕрмаях улшăнса пырать.

Грамматика чĕлхе тытăмĕн ытти пайĕсемпе те (фонетикăпа, фразеологипе) тачă çыхăнса тăрать. Тĕслĕхрен, сасăсем морфемăсемпе сăмах формисене, предложенипе унăн членĕсене тумалли хатĕр шутланаççĕ.

Наука тата шкул грамматикисем

тӳрлет

Чĕлхе ăслăлăхĕнче «наука грамматики» тата «шкул грамматики» текен ăнлавсем тĕл пулаççĕ. Наука грамматики чĕлхен грамматика тытăмне çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсемпе тарăн тишкерсе тĕпчет. Вăл чĕлхен хальхи тытăмне те, авалхи тытăмне те тĕпчесе пĕлме пултарать; çавна пула хальхи наука грамматики тата историллĕ наука грамматики пулать.

Наука грамматики

тӳрлет

Хальхи чĕлхен наука грамматики хăй виçĕ тĕрлĕ: описаниллĕ, теориллĕ тата описаниллĕ-нормăллă. Описаниллĕ грамматика чĕлхе тытăмне е унăн уйрăм пайĕсене (сăмах пулăвне, морфологине, синтаксисне) туллин çырса кăтартать. Тĕслĕхрен, И. П. Павловăн «Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи» (1966) кĕнеки. Описаниллĕ-нормăллă грамматика маларах асăнниех, анчах та кунта тĕрлĕ грамматика формисемпе конструкцийĕсен нормисене палăртаççĕ. Теориллĕ грамматика чĕлхе наукин кăткăс та татса паман йывăр ыйтăвĕсене тишкерсе тĕпчет. Чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче кун йышши грамматика шутне И.А.Андреевăн «Чăваш синтаксисĕн ыйтăвĕсем» (I пайĕ — 1973, II пайĕ — 1975) кĕнекисем кĕреççĕ.

Шкул грамматики

тӳрлет

Шкул грамматики наука грамматикинчен чылай уйрăлса тăрать. Кунта грамматикăн шкул пурнăçĕнче кирлĕ ансат ыйтăвĕсене традицие шута илсе çутатса параççĕ, çавăнпа та чылай чухне шкул грамматики наука грамматикинчен кая юлать, ирĕксĕрех хирĕçӳллĕ пулса тухать. Чĕлхе тĕпчевçисем шкул грамматикин теори никĕсĕсем наука грамматикине хирĕçлемелле мар теççĕ.