Грузин чĕлхи
Грузи́н чĕлхи (ქართული ენა [kʰartʰuli ɛna]) — картвел ушкăнне кĕрекен чĕлхе, Грузин официаллă чĕлхи, грузинсен литература тата пĕрлехи чĕлхи.
Грузин чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | ქართული ენა |
Патшалăхсем: | Грузи, Раççей, Турци, Иран, Азербайджан, Эрмени, Греци |
Официаллă статус: | ![]() |
Классификаци | |
Категори: | Картвел чĕлхисем |
Картвел йышĕ | |
Çырулăх: | грузин çырăвĕ |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | ka |
ISO 639-2: | geo (B); kat (T) |
ISO 639-3: | kat |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Калаçакансен шучĕ Грузире 4 млн. çына çитет, темиçе çĕр пин — урăх çĕршывсенче, ытларах Раççейре, АПШ-че тата Турцире.
Истори тӳрлет
Совет тапхăрĕнче Грузи ССРӗнче çеç, конституци йӗркипе, грузи чĕлхи патшалăх шайĕнче шутланнă.
Грузин алфавитне IV ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче йĕркеленĕ, пулас.
367 — авалхи çырни («Тавăт стелли»)
V ĕмĕр – пĕрремĕш литература ĕçĕ — Шушаник сăваплă хĕрарăмăн пурнăçĕ (Цамебаи цминдиса шушаникиси, дедофлиса)[1], авторĕ Якоб Цуртавели. 864 — авалхи çыру «Мравалтави» 1629 — Римре пĕрремĕш хут грузин чĕлхипе çырнă. 1709 — грузин чĕлхипе Грузире пĕрремĕш кĕнеке («Витязь в тигровой шкуре») 1819 — пĕрремĕш грузин хаçачĕ —«Сакартвелос газети»
Диалектсем тӳрлет
Грузин чĕлхинче темиçе диалект — имерети, картали, кахети, пшава, рача, аджар тата ыттисем.
Çав. пекех тӳрлет
Литература тӳрлет
- Лингвистический энциклопедический словарь, М. «Советская энциклопедия», 1990.
Сăмахсарсем тӳрлет
- Кавказскiй толмачъ (Переводчикъ съ русскаго на главнѣйшiе кавказскiе языки) / Составилъ А. В. Старчевскiй. — СПб.: Типографiя И. Н. Скороходова, 1891.
Асăрхавсем тӳрлет
- ^ ("წამებაი წმინდისა შუშანიკისი, დედოფლისა" ავტორი: იაკობ ცურტაველი - грузинла.)
Каçăсем тӳрлет
- Нико Чубинашвили вырăс-грузин сăмахсарĕ Архивленĕ 12 Пуш уйӑхӗн 2007 çулта.
- Грузигг чĕлхин Нико Чубинашвили вырăсла куçарса ăнлантарнă сăмахсарĕ Архивленĕ 28 Авӑн уйӑхӗн 2007 çулта.
- Вырăс-грузин, нимĕç-грузин тата акăлчан-грузин сăмахсарĕсем Архивленĕ 20 Нарӑс уйӑхӗн 2012 çулта.