Картвел чĕлхисем

Картвел чĕлхисем (кăнтăр кавказ) — Кавказълешьен анăçĕнче (Грузире) сарăлнă чĕлхесен çемйи.

Çемйен тĕрлĕ тĕсĕсем

тӳрлет

Картвел чĕлхисем шутне çаплах Грузин авалхи литература чĕлхи — авалхи грузин чĕлхи — кĕрет.

Хăш чух уйрăм картвел чĕлхине грузин еврейĕсен пулать, Грузире ăна киврули, Израильте грузинит теççĕ. Чылай чĕлхеçĕ ăна ивритпа арамей чĕлхин илнĕ сăмахсемлĕ грузин варианчĕ тесе шутлать.

Хальхи картвел чĕлхисенчен грузин чĕлхин çеç çырулăхе пур. XIX ĕмĕртенпе лаз (Германипе Турцире латиница никĕсĕпе) тата мегрел (грузин çырăвĕпе Грузире тата уйрăмах Абхазире, маларах кириллица никĕсĕпе те) чĕлхине çырулăх кĕртесшĕн тăрмашаççĕ, анчах та çак ĕç-пуç халăхра анлă саралайман.

Çаплах пăхăр

тӳрлет


Картвел чĕлхисем
грузин | лаз | мегрел | сван