Сванети
Сване́ти (Сване́ти, груз. სვანეთი) — Грузин анăç енче вырнаçнă свансем пурăнан авалхи ту çинчи облаçĕ.
Территорипе тата историпе Сванетие Тури тата Анат пайĕсене Сванети ту хысакĕпе уйăраççĕ[1].
Тури Сванети
тӳрлетТури Сванети (груз. ზემო სვანეთი Земо-Сванети) — высокогорная долина в верхнем течении реки Ингури, 42°48' -пе 43°15' çурçĕр анлăхĕсем хушшинче тата 59°30'-пе 61°00' тухăç долготисем хушшинче 3154 км² çер лаптăкне йышăнать.
Айлăмăн иккĕ пайĕ те ячĕпе Раççей империйĕ (кнеçлĕх 1833 çулта, "ирĕклĕ" пайĕ 1840 çулта) йышне кĕнĕ, анчах та 1840-мĕш çулсен вĕçне çити районта раççей администрацийĕ те, вырăс православи чиркĕвĕ те пулман.
1859 çул тĕлне кнеçлĕхе пăрахăçланă та район Сванети йышне кĕрекен Кутаиси генерал-кĕпернетĕрлĕхĕн уйрăм приставлăх пулса тăнă.
Анат Сванети
тӳрлетАнат Сванети (груз. ქვემო სვანეთის Квемо-Сванети) — Цхенисцкали юханшывĕн тури юхăмĕпе унăн Хеледула юппинчи айлăм.
Администрацилле Анат Сванети Рача-Лечхуми тата Анат Сванети регионĕн Лентехи районĕнче шутланать (центрĕ — Лентехи паççулки).
Çурçĕр енчен Анат Сванетие Тури Сванетирен Сванети хысакĕ уйăрать. Кăнтăр-анăçран Эгрис хысакĕ района Мегрелирен, кăнтăр енчен Лечхум хысакĕ ăна Лечхумирен тата тухăç енче Рачăран уйăрать.
Кун-çулĕ
тӳрлетГрузи патшалăхĕ XVI ĕмĕрĕн варринче салансан Анат Сванети Мегрел кнеçлĕхене кĕрет. 1833 çултанпа кнеçлĕх Раççей империне кĕрет, 1867 çулта ăна пăрахăçланă унăн территорине Кутаиси кĕпернине хушнă. 1887 çултанпа Анат Сванетин территорине кĕпернен Лечхум уесĕ йышне кĕртнĕ.
Çавăн пекех
тӳрлетСванети Викиампарта? |
- Ушгули - туçи чӳркӳ ялĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Цуциев А.А. «Атлас этнополитической истории Кавказа (1773-2004)» М.:«Европа», 2006 ISBN 5-9739-0045-2
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Хăш чух çаплах «Абхаз Сванетийĕ» - Кодор ту хушăкĕ пирки калаççĕ, унта свансем XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче пурăнма тытăннă.)
Каçăсем
тӳрлет- Сванети çинчен сайт
- Сванетине кайса курни (2008)(ĕçлемен каçă)