Илле Тукташ
Тукташ Илья Семёнович (паспортри хушамачĕ Семёнов) (1907 çул, утă, 29, Чăваш Ен, Элĕк районĕ, Мăн Тукташ ялĕ — 1957 çул, кăрлач, 20 Шупашкар) — пĕрлĕх ĕçченĕ, чăваш сăвăçи, тăлмачĕ, фольклорисчĕ[1].
Илле Тукташ | |
Çуралнă чухнехи ят: | Семёнов Илья Семёнович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1907, утă, 27 |
Çуралнă вырăн: | Мăн Тукташ ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ (халĕ Чăваш Республикин Элĕк районĕ) |
Вилнĕ вăхăт: | 1957, кăрлач, 20 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | пĕрлĕх ĕçченĕ, редактор, çыравçă, тăлмач |
Жанр: | проза, поэзи тата фольклор |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
СССР ÇП пайташĕ (1934), Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн председателĕ (1945-46), Тăван Атăл журнала йĕркелекенсенчен пĕрри тата унăн тĕп редакторĕ[2][3].
Биографи
тӳрлет1907 çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Етĕрне уесĕнчи Элĕк вулăсĕн Мăн Тукташ ялĕнче çуралнă.
Ялти пуçламăш тата Хĕрлĕ Чутайри сакăр çул вĕренмелли шкулсенче вĕреннĕ. Вуннă пиллĕкрех çамрăксен юхăмне хастар хутшăнма тытăннă.
1925 çулта Элĕк вулăсĕнчи комсомол комитечĕн секретарĕ пулнă. 1926-1928 çулсенче И.Тукташ совпартшкулта вĕреннĕ. Ун хыççăн «Çамрăк хресчен» хаçатпа «Хатĕр пул» журнал редакцисенче ĕçленĕ.
1930-1932 çулсенче вăл Самар хулинчи «Колхозник» хаçат редакцин яваплă секретарĕ. Исаев Мĕтрипе, И.Викторовпа тата Иванов-Пайменпа пĕрле «Вăтам Атăл» ятлă альманах кăларас тĕлĕшпе нумай тăрăшнă. Каярах Чăваш кĕнеке издательствинче, чăваш ăслăлăх тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ.
1942-1944 çулсенче фронтри хаçатсенче çар корреспонденчĕ пулнă. Вăрçăран таврăнсан ăна Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн председателĕ пулма суйланă.
Вăрçăран ӳпке чирĕпе (туберкулёз) таврăннă, сывалма май килмен.
1957 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Литературăри ĕçĕсем
тӳрлетИ.Тукташ — лирика сăвăçи. Унăн «Шур кăвакарчăн», «Ӳс, çĕршыв, хăватлан», «Тăван çĕршыв» сăввисем чăваш литературин ылтăн пуянлăхне кĕнĕ. «Тăван çĕршыв» сăвăпа Г. Лебедев хывнă юрă Чăваш Енĕн патшалăх гимнĕ пулса тăнă.
Илле Тукташ калавсем те, повеç те çырнă, М. Шолоховăн «Сухаланă çерем», «Лăпкă Тан» романĕсен хăш-пĕр сыпăкĕсене, М. Горькин «Хĕрпе вилĕм», «Кăйкăр çинчен хунă юрă» хайлавĕсене, В.Шекспир сонечĕсене, А. Навои, В. Лебедев-Кумач, С. Алымов сăввисене чăвашла куçарнă, чăваш фольклорне пухса кăларас тĕлĕшпе чылай ĕçленĕ.
Вăл пухнă чăваш фольклорĕ 1941, 1949 çулсенче «Чăваш фольклорĕ» ятпа тухнă.
Асăнмалăх
тӳрлет- И.С. Тукташ ячĕллĕ литература музейĕ, Мăн Тукташ ялĕ.
- И.С. Тукташ литература кĕтесĕ, Элĕкри литературăпа тăван ен тĕпчев музейĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- «Чăваш литературин антологийĕ», хатĕрлекенсем: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003, ISBN 5-7670-1279-2 .
- Давыдов–Анатри, В. Тукташпа паллашсан... // Давыдов–Анатри, В. Юлташсемпе юнашар / В. Давыдов–Анатри. – Шупашкар, 1981. – С. 75–77.
- Eфимов, Л. А. Илья Семенович Тукташ // Eфимов, Л. А. Элeк енe : историпе краеведени очеркeсем / Л. А. Eфмиов. – Элeк, 1994. – С. 288–290.
- Eфимов, Г. Чaваш гимнeн авторe / Г. Eфимов // Чaваш ен. – 1997. – 19–26 июля (№ 29). – С. 6.
- Eфимов, Г. С. Элкер, И. Тукташ, П. Хусанкай cинчен / Г. Eфимов // Капкaн. – 2004. – 12 cурла (№ 29). – С. 7.
- Зайцев, Ф. Cаплаччe вaл пире вeрентекен / Ф. Зайцев // Хыпар. – 2002. – 5 нарaс.
- Карпова, О. И. Тукташ ячeллe аллея пулe / О. Карпова // Хыпар. – 2006. – 5 cу. – С. 1.
- Малов, А. Илле Тукташпа пeрле / А. Малов // Тaван Атaл. –1987. – № 9. – С. 62–67.
- Микиш, П. Чaваш чeлхин асамcи / П. Микиш // Ялав. – 1997. – № 7. – С. 83–85.
- Рогачев, Я. Писатель колхоз йeркелет / Я. Рогачев // Ялав. – 1984. – № 3. – С. 32.
- Сементер, Ю. Чaваш кeвви ceр хeрeх сумлa / Ю. Сементер // Хыпар. – 1997. – 2 cурла.
- Тукташ (1907–1957) // Элeк енeн самана сассиллe поэзийeн классикeсем. – Шупашкар, 2006. – ("Элeк ачи" ентешлeх). – С. 21–23.
- Федоров, Н. В. Илле Тукташ cуралнaранпа 90 cул cитнe май / Н. В. Федоров // Хыпар. – 1997. – 2 cурла.
- Харлампьев, Г. Тусaмпа юнашар / Г. Харлампьев // Ялав. – 1977. – № 8. – С. 25.
- Эсхель, А. Асран кайми Тукташ // Эсхель, А. Вaхaт таппи: cулсем, cынсем, сaнсем. – Шупашкар, 1982. – С. 213–223.
- Давыдов–Анатри, В. Таким был наш Тукташ / В. Давыдов–Анатри //Совет. Чувашия. – 1997. – 6 авг.
- Тихонов, П. Кого почитают, того и отмечают / П. Тихонов // Совет. Чувашия. – 1997. – 6 авг.
- Трофимов, Г. Ф. Тукташ (Семенов) Илья Семьенович / Г. Ф. Трофимов // Краткая чувашская энциклопедия. – Шупашкар, 2001. – С. 409.
- Ялгир, П. Автор гимна – поэт–коммунист П. Ялгир // Товарищ. – 1997. – 1 авг.
- Ялгир, П. Тукташ Илья Семенович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 117.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Чувашская энциклопедия
- ^ Чувашская энциклопедия
- ^ П. Афанасьев, «Писатели Чувашии», Шупашкар, 2006
Каçăсем
тӳрлет- Илле Тукташ çинчен 2017 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- Илле Тукташ пирки