Чăваш Республикин гимнĕ

(Чăваш Ен гимнĕ ҫинчен куҫарнӑ)

Чăваш Республикин гимнĕ (Чăваш Енĕн гимнĕ) — Чăваш Республикин патшалăх символĕсенчен пĕри. Кĕввине Г.Лебедев, сăввине И.Тукташ çырнă.

Чăваш Республикин патшалăх гимнĕ
Текст авторĕ Илле Тукташ
Композитор Герман Лебедев
Патшалăх Чăваш Ен Чăваш Ен, РФ
Çирĕплетнĕ 1997, утă, 14
Гимнăн инструментлӑ ҫырӑвӗ

Истори

тӳрлет

Малтанхи верси

тӳрлет

Мĕнпур чăвашсен гимне тăвас шухăш 1905 çулта çуралнă. Яков Турхан сăвăç раççей гимнĕн мусăкĕ çине сăвă çырнă та «Хыпар» хаçатăн 1906 çулхи кăрлач уйăхĕнче тухнă пĕрремĕш номерĕнче пичетлесшĕн пулнă.

1917 çулхи çуркунне Тарас Кириллов сăваплăхçă «Чӑваш халӑх юрри» сăвă хайланă та кĕвĕленĕ. Анчах та юрă халăх кăмăлне юрайман[1].

1918 çулхи кăрлач уйăхĕн пуçламĕшĕнче Хусанти чăваш хорңе ертсе пыракан Тихон Алексеев пĕтĕм чăваш интеллигенцийĕ йышăннă гимна шăрçаланă. А. Т. Гречанинов вырăс композиторĕн «Да здравствует Россия, свободная страна» мусăкĕпе усă курса хăтланнă. Çак текстăн тӳррĕн куçарни кăна упранса юлнă:

Слава живущему издревле чувашу,
Слава великому в веках народу!
Дружно беритесь за работу,
За построение жизни новой.
Пусть зазеленеют твои поля
И морем волнуются хлеба.
Народ, преодолев темноту,
Умом поднимается высоко.
Тогда и слава его труду
Солнцем засияет высоко!

Ăна пĕрремĕш хут 1918 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче (кăрлачăн 14-мĕшĕнче) Хусанта чăваш хорĕ И. С. Максимов-Кошкинский А. Н. Островский драматургăн «Не так живи, как хочется» пьесин премьерине кăтартнă хыççăн юрланă.

Гимн хăвăрт халăх хушшинче сарăлнă — паллă мероприятисенче шăрантарнă пулин те, официаллă статуса тивĕçеймен[2].

Хальхи вариант

тӳрлет
 
1992-мĕш çулхи йышăну.

Гимн никĕсне XX ĕмĕрĕн варринче Чăваш халăх сăвăçи Илле Тукташ хайланă «Тăван Çĕршыв» сăвăна РСФСР тата Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ Герман Лебедев композитор кĕвĕленĕ юрăна хывнă[3].

Композитор юрăна Петр Осиповăн 1944—1945 çулсенче Чăваш драма театрĕңче «В родном краю» пьеса валли çырнă. Пĕрре итленĕ хыççăнах зал ăна хапăллăн йышăннă. Пĕрремĕш хăйĕн официаллă мар статусне Чăваш Енĕн гимне 1950 çулхи юпан 30-мĕшĕнче кĕнĕ. Ун чухне Мускавра Пĕрлешӳсен çурчĕн колонна залĕнче Чăваш АССР 30 çул тултарнине уявланă. Çак мухтавлă пуçтарăнура Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕ, симфони оркестрĕпе пĕрле шăрантарнă[4].

Акан 29-мĕшĕ Чăваш Енĕнче Патшалăх символĕсен — гимн, герб тата ялав — кунĕ шутланать, ăна 2004 çултанпа уявлаççĕ. Ăна Чăваш Республики Президенчĕн 2004 çулхи акан 8-мĕшĕнчи 24-мĕш № «Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ» Хутайĕпе тата 2004 çулхи акан 19-мĕшĕнчи 1-мĕш № Чăваш Республикин «Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ» саккунĕпе кĕртнĕ[5].

Текст

тӳрлет
Чăвашла текст Вырăсла текст[6]
Пĕрремĕш куплет

Çурхи тĕнче вăраннă чух:
Хаваслă кун шăраннă чух,
Чун савăнать: чĕре сикет,
Çĕршывăм çинчен юрлас килет.

Когда весны высокий свод
Лучи живые щедро льёт, -
На добрый лад судьбу верша,
О крае родном поёт душа.

Хушса юрламалли

Тăван çĕршыв,
Тăван çĕршыв,
Асран кайми
Юратнă çĕршыв.
Тăван çĕршыв,
Тăван çĕршыв,
Мухтав сана,
Çуралнă çĕршыв!

Поклон тебе,
О Родина,
Красавица
На все времена.
Поклон тебе,
О Родина,
Да славится
Родная страна!

Иккĕмĕш куплет

Яшсем-херсем вылянă чух,
Атте-анне ăс панă чух,
Чун савăнать: чĕре сикет,
Татах та нумай пурнас килет.

Отцам на смену выйдя в путь,
Ты, юность, им опорой будь.
На добрый лад судьбу верша,
О жизни большой поёт душа.

Виççĕмĕш куплет

Тăвансемпе пĕрлешнĕ чух,
Чăваш тĕнчи çĕкленнĕ чух,
Чун савăнать: чĕре сикет,
Татах та хастар пулас килет.

Народ народу — друг и брат,
Отныне и чуваш крылат,
На добрый лад судьбу верша,
О силе людской поёт душа.

Çав. пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ В поисках символики // Зал государственных символов. Национальная библиотека Чувашской Республики, www.nbchr.ru. Тĕрĕсленĕ 10 Чӳк уйӑхӗн 2017.
  2. ^ Сергей Щербаков Из истории первых государственных символов чувашского народа (2008). БУ «Госистархив Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии, www.gia.archives21.ru. Тĕрĕсленĕ 24 Авӑн уйӑхӗн 2017.
  3. ^ Авторы Государственного гимна Чувашской Республики 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ История создания гимна. çăлкуçран архивланă 13 Юпа уйӑхӗн 2015. Тĕрĕсленĕ 7 Ҫурла уйӑхӗн 2013.
  5. ^ День государственных символов Чувашской Республики 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.. Знаменательные и памятные даты Чувашии.
  6. ^ Закон Чувашской Республики от 14 июля 1997 года № 12 «О государственных символах Чувашской Республики»

Каçăсем

тӳрлет

Шаблон:Раççей Федераци субъекчĕсен гимнĕсем