Ухсай Яков Гаврилович
Ухсай Яков Гаврилович (паспортри хушамачĕ Никифоров, 1911, чӳк, 26, Ĕпхӳ кĕпĕрни, Слакпуç ялĕ — 1986, утă, 7, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçи, драматургĕ, литература тĕпчевçи, çыравçи.
Яков Ухсай | |||||||
Çуралнă чухнехи ят: | Никифоров Яков Гаврилович | ||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|
Суя ятсем: | Яков Ухсай | ||||||
Çуралнă вăхăт: | 1911, чӳк, 26 (13) | ||||||
Çуралнă вырăн: | Слакпуç, Пелепей уесĕ, Ĕпхӳ кĕпĕрни, Раççей империйĕ (халĕ Пушкăртстан) | ||||||
Вилнĕ вăхăт: | 1986, утă, 7 | ||||||
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП | ||||||
Гражданлăх: | ССРП | ||||||
Ĕçлев тĕсĕ: | XX ĕмĕрти СССР, Раççей сăвăçĕ, прозăçĕ, драматургĕ | ||||||
Тĕлĕ: | социализм реализмĕ | ||||||
Жанр: | поэма, сăвă, очерк | ||||||
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш | ||||||
Парнесем: |
| ||||||
Чыславсем: |
| ||||||
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлет1911 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пушкăрт Республикин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралнă.
Мускав патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Унтах «Коммунар» чăвашла хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Ӗпхӳри НИИ ЯЛИре вăй хунă. Патăрьелти тата Чĕмпĕрти педагогика училищисенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
1940-мĕш çултан пуçласа Шупашкарта пурăннă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.
1986 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ, Слакпуç ялĕнче пытарнă.
Пултарулăх ĕçĕсем
тӳрлетУнăн пурĕ 60 кĕнеке патнелле пичетленсе тухнă:
- «Вут чĕлхе» (сăвăсемпе поэмăсем);
- «Телей» (поэма);
- «Сăсар çĕлĕк» (сăвăллă калав);
- «Хура элчел» (сăвăллă трагеди, 1941);
- «К.В. Иванов» (биографиллĕ очерк);
- «Тутимĕр» (1941);
- «Кĕлпук мучи» (1950);
- «Ту урлă çул» (1952, 1965);
Вăл çавăн пекех К. В. Иванов пултарулăхĕ çинчен, Чăваш Енĕн юханшывĕсемпе çĕрĕсем çинчен публицистикăллă статьясем çырнă.
Чыслани
тӳрлет1945 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ, 1950 çулта Чăваш АССРĕн халăх сăвăçи ячĕсене тивĕçнĕ. 1971 çулта Чăваш АССРĕн К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх парнин, 1972 çулта А.М. Горький ячĕллĕ РСФСР патшалăх парнин лауреачĕ пулнă.
Вăрçăра Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ медальсене тивĕçнĕ. Литературăри хастар ĕçшĕн Ленин, Октябрь Революци, Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата «Хисеп палли» орденĕсене тивĕçнĕ.
Асăнмалăх
тӳрлет- Унăн ятне 1984 çулта Чăваш Енĕн Ӗç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине çырса кĕртнĕ.
- Шупашкарта унăн ячĕпе пĕр урам ятне панă.
- Шупашкарта çавăн пекех Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕ пур.
- (музейĕ).
Вуламалли
тӳрлет- Бассаргин, Б. А. Яков Ухсай : критико–биогр. очерк / Б. А. Бассаргин. – Шупашкар: Чувашкнигоиздат, 1965. – 115 с.
- Власенко, А. Н. Яков Ухсай : лит. портрет / А. Н. Власенко. – М.: Совет. Россия, 1976. – 108 с.
- Иванов, И. И. Творчество Якова Ухсая и развитие эпических жанров в чувашской советской поэзии : автореферат дис.на соискан. учен. степ. канд. филолог. наук / И. И. Иванов ; Морд. гос.ун–т им. Н. П. Огарева. – Саранск, 1982. – 20 с.
- Иванов, И. И. Яркий и самобытный талант / И. И. Иванов. – Шупашкар : Чуваш. кн. изд–во, 1973. – 198 с.
- Народность и художественность произведения Я. Г. Ухсая / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. – Шупашкар, 1984. – 59 с.
- Я. Г. Ухсай в воспоминаниях современников / [сост. А. И. Дмитриева, E. Я. Ухсай]. – Шупашкар: Калем, 2005. – 383 с.
- Станьял, В. П. Чăваш халăх сăвăçи Ухсай Яккавĕ: пурнaçĕпе пултарулăхĕн ĕлкевĕсем / В. П. Станьял; Чaваш патшалaх гуманитари аслă ин–чĕ. – Шупашкар : ЧПГАИ, 2001. – 64 с.
- Абрамов, В. Ухсай Яккaвĕн тĕнчинчи шыв кульчĕпе мунча рехечĕ //. Абрамов, В. Сăмахпа сăнар сипечĕ / В. Абрамов. – Шупашкар, 1998. – С. 67–71.
- Агивер, Х. Ухсай тĕнчи / Х. Агивер // Тăван Атăл. – 1996. – № 11. – С. 3.
- Артемьев, А. Ĕçченлĕпе пултарулăх //. Артемьев, А. Пурнăç чăнлăхĕпе писатель ăсталăхĕ / А. Артемьев. – Шупашкар, 1984. – С. 261–267.
- Афанасьев, П. Ухсай Якковне : [сăвă] // Афанасьев, П. Пурăнатăп Атăл хĕрринче / П. Афанасьев. – Шупашкар, 1980. – С. 9–11.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Cap.ru сайтри Яков Ухсай çинчен хатĕрленĕ уйрăм
- Ухсай тата Чĕмпĕр Ен 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- На слакбашевской земле состоялись мероприятия в честь 105-летия народного поэта Чувашии Якова Ухсая
- Помогал ли Ухсай выпускать колхозную стенгазету?
- Станьял Ухсайӑн ҫырнисен пуххине пысӑка хурса хакланӑ
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |