Алга Александр Егорович

(Алка Александр Егорович ҫинчен куҫарнӑ)

Алга Александр Егорович (çуралнă чухнехи хушамат Бачков, 1913 çулхи чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕ, — 1977 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕ? Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçи, прозăçи, драматургĕ, литература тăлмачĕ, тишкерӳçи[1].

Александр Алга
Çуралнă чухнехи ят: Бачков Александр Егорович
Çуралнă вăхăт: Чӳк, 27, 1913
Çуралнă вырăн: Кăнна Кушки ялĕ, Чĕмпĕр кĕперни, Теччĕ уесĕ, (халĕ Тутарстанăн Теччĕ районĕ), Тутарстан
Вилнĕ вăхăт: Çĕртме, 15, 1977
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçи, прозăçи, драматургĕ, литература тăлмачĕ, тишкерӳçи
Чыславсем:
Хĕрлĕ Ялав орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ «Хисеп Палли» орденĕ «Хăюлăх» медалĕ
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Ĕçри маттурлăхшăн (Вăрçăри маттурлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнине асăнмалăх
«Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль
«Берлина илнĕшĕн» медаль
«Берлина илнĕшĕн» медаль
«Прагăна хăтарнăшăн» медаль
«Прагăна хăтарнăшăн» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
Ку статья «Алга» хушаматлă çын пирки, Хăлха çакки пирки Алка статьяна пăхăр

Чăваш АССР халăх сăвăçĕ (1970). СССР ÇП пайташĕ (1938-па).

Пурнăçĕ

тӳрлет

1913 çулхи чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă.

Малтан хăйĕн ялĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн ăна ачасен çуртне куçарнă. Хусанти Чăваш техникумĕнче, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтĕнче вĕреннĕ.

Красноармейски тата Çĕрпӳ районĕсенче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, Етĕрнери педагогика училищинче ĕçленĕ. 1939 çулта хĕсмете кайнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тăватă хут аманнă.

Вăрçă хыççăн «Ялав» журнал редакторĕнче Чăваш ÇП ертӳçинче, РСФСР ÇП секретарĕнче ĕçленĕ. 1963-1967 çулсенче ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă.

1977 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Пĕрремĕш сăввисем 1931 çулта «Утăм» альманахра кун çути курнă. Александр Алга пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вăл сăвăсемпе поэмăсем, повеçсемпе роман çырнă.

Паллă кĕнекисем:

  • «Хĕвеллĕ ир» (Сăвăсем, 1940);
  • «Тăватă çулталăк» (1947);
  • «Сăвăсемпе поэмăсем» (1948);
  • «Юлташпа юнашар» (Калавсем, 1955);
  • «Хамăр ялсем» (поэма, 1956);
  • «Легендăсем» (1960);
  • «Çамрăксем» (1961);
  • «Пурнăçпа вилĕм» (Повеçсемпе калавсем, 1966);
  • «Хĕçпе çурла» (2 кĕнекеллĕ роман, 1968, 1973);
  • «Хурама та хурăн» (повеç, 1979);
  • «Мои земляки» (Ман тăвансем, поэма, вырăсла, 1959);
  • «Вязы да березы» (Хурамасемпе хурăнсем, повеç, вырăсла, 1965);
  • тата ыттисем.

Ю. Збанацкин «Çеçпĕл» романне, В. Шекспирăн «Гамлет» трагедине, А. Пушкин, М. Лермонтов, Т. Шевченко, Н. Некрасов çыравçăсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.

Чыславсемпе парнесем

тӳрлет

Вăрçă вăхăтĕнчи çапăçусенчи паттăрлăх кăтартнăшăн икĕ хутчен Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденне, Хĕрлĕ Ялав орденĕсене, медальсене тивĕçнĕ.

Литературăри пысăк çитĕнӳсемшĕн «Хисеп Палли», Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ. 1970 çулта «чăваш халăх сăвăçи» ятне панă.

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • «Чăваш литературин антологийĕ», хатĕрлекенсем: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .

Каçăсем

тӳрлет