Атăл юрри (альманах)
Атăл юрри — Чĕмпĕр Ен çыравçисен литература альманахĕ[1]. Редакторĕ — А.П. Милли (Прокопьев). 2 номер тухнă, тиражне кăтартман.
Атăл юрри | |
---|---|
Специализаци: | çыравçăсен альманахĕ |
Кăларăм тапхăрлăхĕ: | |
Чĕлхе: | чăваш |
Тĕп редакторĕ: | А.П. Милли (Прокопьев) |
Кăларакан (патшалăх): | редакци (Чĕмпĕр ен, РФ) |
Каларăм кун-çулĕ: | 1919 çултанпа халиччен |
Истори
тӳрлетЧĕмпĕр Енри чăваш çыравçисен литература кĕтесĕн журналĕ. 1920–21 çулсенче Чĕмпĕр кĕпĕрнин халăх çутĕçĕн уйрăмĕн чăваш секцийĕ кăларнă. Журналра литература, халăх пултарулăхĕ, ăслăх, критика тата ытти пайсем пулнă. Илемлĕ проза хайлавĕсене, публицистика статьйисене, очерксене пичетленĕ. ПРКП(б) Чăваш обкомĕн Шупашкарта тухакан «Канаш» журналĕ "Атăл юрри" альманах национализм еннелле сулăннине палăртнă, вулавçăсене классем хушшинчи çивĕч кĕрешӳрен архаика тĕнчине туртса каять, тенĕ.
2000 çулта Чĕмпĕр облаçĕнчи чăваш литераторĕсем журналăн 80 çул юбилейне асăнса капăрлатнă илемлĕ литература тата публицистика жанрĕнчи журнала пичетленĕ. Çак ĕçшĕн явапли Чĕмпĕр облаçĕн «Канаш» журналăн тĕп редакторĕ В.Ф. Ромашкин пулнă. Тиражĕ – 999 экз.
Çав. пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет
Ку пичет кăларăмĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |