Ефремов Георгий Осипович

Ефремов Георгий Осипович, — прозаик. 1912 çулхи çу уйăхĕн 12 халĕ Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Шанарпуç ялĕнче çуралнă. 1991 çулхи çу уйăхĕн 5 Шупашкарта вилнĕ.

1985 çултанпа СССР ÇП членĕ. 1954 çулта педагогика ăçлăлăхĕсен кандидачĕ пулса тăнă. 1971 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ шкул вĕрентекенĕ ятне тивĕçнĕ.

Тăван Çĕршывăн вăрçин 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ, икĕ хут Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене, медальсене тивĕçлĕ пулнă.

Пурнăçĕ

тӳрлет

Шупашкарта педтехникум тата пединститут пĕтернĕ. Чăваш педагогика институтĕнче физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ. Ачасене шкулта вĕрентнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Пединститутра математика вĕрентнĕ.

Ӗçĕсем

тӳрлет

Фантастика повеçĕсем çырнă. Çавна май вăл тата 20 ытла ăçлăлăх ĕçĕсене çырнă.

Вал çырнă фантастика повĕçĕсем:

  • «Улшăннă çанталăк» (1950);
  • «Тимĕр тыткăнран» (1969, 1985);
  • «Çутă ĕмĕт» (1979);
  • «Çĕр тĕнĕлĕ»;
  • тата ыттисем

Математикăна тата ытти предметсене шкулта вĕрентес ыйтупа çырнă ĕçĕсем

тӳрлет

Г.О.Ефремов чăн малтанах çыравçă пек паллă. Çырав ĕçĕсем — фантастика тата ăслав-фантастика жанрĕпе çырнăскерсем. Çапла вара вĕсем хайсемех, çав хайлавсем, çынсен математика тата ытти ăçлав пĕлÿлĕхне ÿстерме пулăшнă. Анчах та Г.О.Ефремовăн ăславпа тÿреммĕн çыхăннă ĕçĕсем те пур.

  • Ефремов, Георгий Осипович. Арифметические основы математических машин [Текст] / Г. О. Ефремов, 1962. - 18 с. с.

Г.О.Ефремов ку тĕлĕшпе мĕн туни пирки ак çак публикацисенче те вуласа пĕлме пулать:

  • Георгий Осипович Ефремов : (к 90-летию со дня рождения) // Проблемы и методы преподавания математики, физики и информатики : сб. науч. ст. – Чебоксары, 2007.
  • Ефремов Георгий Осипович // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930-2005. – Чебоксары, 2005. – С. 113-114.