Проза

(Прозаик ҫинчен куҫарнӑ)

Проза (лат. prosa) — çыруллă калаçу е пĕр-пĕрне каласа пани. Уйрăм йĕркесем çине пайламан текст. Мĕн сăвă мар — çавă пĕтĕмпех проза: текста йĕркелемелли вĕсенчен урăхла "виççĕмĕш" меслет çук.

Проза малтанах ĕç йĕркисем, публицистика, тĕн йăлисем, ăслăх, аса илсе каланисен тĕсĕсемпе аталанса пынă. Калавсем, повеçсем, романсем нумайăшле эпос евĕр пулнă, лирикăпа эмоци поэзинчен ăс çивчĕлĕхĕпе уйрăлса тăнă; XIX ĕмĕртенпе сăмах ӳнер хушшинче пĕрремĕш вырăна тухать.

Çаплах лирикăллă проза та, философиллĕ лирика та пулать.

Прозăри литература жанрĕсем

тӳрлет

Жанр ăнлавĕ пултару ĕçĕн ĕлкине мар, ăшлăхне палăртать пулсан та, жанрăн чылайрахăшĕ е поэзи çырăвне (поэма, пьеса), е прозăна (роман, повеç) кĕрет. Çакăн пек уйăрнине тӳррĕнех йышăнмалла мар, мĕншĕн тесен тĕрлĕ жанрсенче ĕçсене хăйсен мар ĕлкипе çырнисем чылай тĕл пулать. Çакăн пек тĕслĕхсене вырăс сăвăçĕсен сăвă ĕлкипе хайланă романĕсемпе новеллисем çирĕплетеççĕ: (Пушкинăн «Граф Нулин», «Домик в Коломне», «Евгений Онегин», Лермонтовăн «Казначейша», «Сашка». Унсăр пуçне, проза ĕлкипе те, сăвă ĕлкипе те çырнă жанр (юмах) пур.

Проза йышне кĕреççĕ:

  • Роман — кăткăс та аталантарнă сюжетпа хайланă калăпăшпе аталаннă сюжетлă пысăк повеç ĕçĕ.[1]
  • Повеç — кулленхи пурнăçпа йăлана туллиех мар кăтартса паракан романри пекех пурнăçри эпизода кăтартакан эпос поэзин тĕсĕ.[2]
  • Новелла — хăйĕн калăпăшпе калавпа пĕр тан, çапах та унтан генезисĕпе, кун-çулĕпе, тытăмĕпе уйрăлакан кĕçĕн литература жанрĕ[3].
  • Эпопея — пĕтĕм халăх проблематика ĕлкиллĕ монументлă эпос ĕçĕ.[4]
  • Калав — илемлĕ литературăри калапăшĕпе пысăках мар пурнăç пулăмĕсене кăтартакан, çавăнпа та текст калапăшпĕпе кĕçĕн (пĕчĕк) эпос жанрĕн ĕлки.[5]
  • Эссе — пайăр çынăн шухăш-туйăмне епле те пулин сăлтавпа е ыйтупа палăртакан калăпăшпе пысăках мар, япалана е пулăма пĕтĕмĕшле те тарăннăн уçса параякан мар, ирĕклĕ композиллĕ проза ĕçĕ.[6]
  • Биографи — пайăр çын пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа паракан хайлав.[7]

Çав. пекех

тӳрлет

Литература

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Определение романа в словаре Ушакова. Тĕрĕсленĕ 5 Ака уйӑхӗн 2010.
  2. ^ Определение повести в энциклопедии Брокгауза и Ефрона. Тĕрĕсленĕ 5 Ака уйӑхӗн 2010.
  3. ^ Определение новеллы в БСЭ. Тĕрĕсленĕ 5 Ака уйӑхӗн 2010.
  4. ^ Определение эпопеи в БСЭ. Тĕрĕсленĕ 5 Ака уйӑхӗн 2010.
  5. ^ Определение рассказа в БСЭ. Тĕрĕсленĕ 5 Ака уйӑхӗн 2010.
  6. ^ Эссе в БСЭ. Тĕрĕсленĕ 5 Ака уйӑхӗн 2010.
  7. ^ Определение биографии в словаре Ушакова. Тĕрĕсленĕ 5 Ака уйӑхӗн 2010.