Открыть главное меню

Канаш Альберт Георгиевич

Канаш Альберт Георгиевич (чăн хушамачĕ Кожанов), — сăвăç. 1928 çулхи çурла уйăхĕн 2 Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски салинче çуралнă. 1968 çулхи çĕртме уйăхĕн 4 çавăнтах вилнĕ.

1962 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать.

ПурнăçĕТӳрлет

Окбябрьскиĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Йывăр чире пула вырăн çинчен тăма пултарайман вăхăтра сăвăсемпе поэмăсем çырнă.

ӖçĕсемТӳрлет

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Сăвăсем» (1960);
  • «Иккĕмĕш утăм» (1965);
  • «Шăпчăксем, сире итлесе» (1978);

Вырăсла тухнă кĕнеки:

  • «На наковальне сердца» (1972).