Открыть главное меню

Зайцев Юрий Антонович (1890, авăн, 27, Чăваш Ен, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Ирх Çырми ялĕ1972, раштав, 25, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш ӳкерçи.

Юрий Зайцев
Фотографи
Çуралнă чухнехи ят: Зайцев Юрий Антонович
Çуралнă вăхăт: 1890 çул, авăн, 27
Çуралнă вырăн: Ирх Çырми ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, (халĕ Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш Республики), Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1972, раштав, 25
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР, СССР
Пулса тухни: çĕр ĕçтешĕсенчен
Гражданлăх: СССР
Сĕм: А. Г. Львов, Маврин турăш çыравçисем, А.И. Фомин
Хисепсем: Шаблон:ЧАССР тава тивĕçлĕ ӳкерçи

СССР ӲП пайташĕ (1934). Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1968).

М.С. Спиридоновпа, Н.К. Сверчковпа пĕрле чăваш сăрă ӳнерне никĕс хураканĕсенчен пĕрри шутланать[1][2].

Тупмалли

ПурнăçĕТӳрлет

1890 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ирх Çырми ялĕнче (Чăваш Ен, Сĕнтĕрвăрри районĕ) çуралнă.

Ашшĕпе амăшĕ: Антон Семеновичпа Матрена Егоровна Плотниковсем.

Ятарлă ӳнер вĕренĕвне илмен. Ӳнер ăспуххине çамрăк ӳкерçĕ А.Г. Львов турăш çыравçи патĕнче, юнашар ялти чиркĕве илемлетнĕ çĕрте кӳленнĕ.

1907-1912 çулсенче П.В. Комиссаров патĕнче вĕреннĕ, кайран К.Ф. Юонпа И.О.Дудинăн бригадинче (1912), И.П.Богдановăн килти студийĕнче вĕреннĕ.

1914 çулта С.-Петербурга куçса кайнă та Ф.Р. Ральян ӳкрçĕ-монументалист ăста лаççине ĕçе вырнаçнă, унта вăл Александр Невский мăнастăрĕн соборне илемлетнĕ. 1915 çулта Янцен, Вейдовский, Куклин бригадисенче Дон-çинчи-Ростовра вăй хунă.

Пурнăç тăршшипех ӳнер ĕçĕпе пĕрлех фотографие юратнă. 1927 çултанпа Шупашкарта «Канаш» хаçат, «Сунтал» журнал рудакцисенче тăрăшнă. Тăван халăхăн ӳнер йăлине тĕпченĕ, хăйĕн ĕçĕсенче наци сюжечĕсемпе усă курнă («Язычница», «Пузырист на свадьбе»). Анчах та вульгар-социологи критики ăна халăх тăшманĕ тесе айăпланă. Юрий Антоновичăн тăван çĕртен тухса кайма тивет, темиçе çул хушши Крымра пурнать.

1933 çулта ăна каллех Чăваш Енне йыхравланă.

1935–36 çулсенче чăваш çыравçисен бригадипе пĕрле Казахстана пултарулăх командировкине çитнĕ, унта вăл 115 ĕçе çырнă. 1937 çулта ăна Ӳкерçĕсен пĕрлешĕвĕнчен кăларнă, 1940 çулта каяла тавăрнă.

1939 çулсенче ӳкерçĕ чăвашсен чаплă сăвăçин Константин Ивановăн тăван çĕрне — Пушкăртстана — кайнă. Çак çӳрев материалĕсемпе вăл Чăваш патшалăх драма театрĕн сцени çинче лартнă «Нарспи» пьесă (1940) валли декорацисемпе костюмсен эскизĕсене хатĕрленĕ.

1945 çулта ăна айăпсăр айăпланă, 5 çуллăха хупнă. 1958 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче таса ятне тавăрнă.

1972 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче Шупашкарта çĕре кĕнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсемТӳрлет

Тĕп ĕçĕсем:

  • «Чебоксары» (Шупашкар, 1933),
  • «Колхозница Лиза с подругой» (Лиза колхозница тата тусĕ, 1934),
  • «Акатуй» (1935),
  • «Балхашстрой» (1936)
  • «Пограничный разъезд» (1937),
  • «Хмель» (Хăмла, триптих, 1963),
  • «Над Цивилем» (Çавал тăрăхĕнче, 1965),
  • «Песни Чувашии» (Чăваш çĕрĕн юррисем, 1965),
  • «Матери» (Амăшĕсем, 1969),
  • «Течет река Волга» (Юхать Атăл, триптих, 1968),
  • «Нарспи» (1970),

Пайăр куравĕсемТӳрлет

  • Лубны хула (Украин. ССР) – 1924, 1925, 1968; ç. Бежица (Брянск обл.) – 1925, 1927, 1928;
  • Алма-Ата – 1936, 1971;
  • Камышин – 1957;
  • Шупашкар – 1928, 1936, 1965, 1970; ç.
  • Таллин – 1970.

ВуламаллиТӳрлет

АсăрхавсемТӳрлет

КаçăсемТӳрлет