Симакова Мария Васильевна
Мария Васильевна Симакова (3.12.1934, Апаш ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП — 23.1.2021, Кӳкеç поç, Шупашкар районĕ, Чăваш Республики, РФ) — совет/раççей декораци-майлаштару ӳнерĕн ӳкерçи, чăваш халăх тĕрри облаçĕнче тăрăшакан халăх ăсти. Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳкерçи (2008).
Мария Васильева | |
Çуралнă чухнехи ят | Васильева Мария Васильевна |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1934 çул, раштав, 3 |
Çуралнă вырăн | Апаш ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП |
Вилнĕ вăхăт | 2021, кăрлач, 23 |
Вилнĕ вырăн | Шупашкар районĕ, Чăваш Ен, РФ |
Гражданлăх | ССРП РФ |
Пăхăнулăх | |
Чыславсемпе парнесем |
Биографи
тӳрлетКолхазра ĕçлекен Васильевсен килйышĕнче çуралнă, 3 çул тултарсан амăшĕсĕр тăрса юлнă, тăванĕсем ӳстернĕ. Çичĕ класс вĕренсе тухсан «Урожай» колхозра ĕçе пикеннĕ, 1951 çултанпа — Шупашкарти çурт-йĕр тунă çĕрте вăй хунă.
1955—1959 çулсенче упăшкипе пĕрле Казахстанри (совхоз «Черняховский», Акмола облаçĕ) çерем çĕре пусаланă ĕçе хутшăннă.
1959 çулта тăван çĕре таврăннă та Кӳкеç ялĕнче (халĕ — поçолăк), Шупашкар районĕн администраци центрĕнче, пурăнма тĕпленнĕ. 1965 çулчен унтах Чăваш Енри комплекслă геологи-разведка партинче ĕçлеме тытăннă. Лайăх ĕçленĕшĕн ăна чысланă.
1965 çулта М. В. Симакова халăх промăçлăхĕн йĕркелĕмне — Алькешри «Паха тěрě» хапрăкне — ĕçе куçнă. Тăрăшса профессие майĕпен алла илсе пынă: тĕрлекен, тĕрĕ лаборантчĕ (1972), цех маçтăрĕ (1974), тĕрĕ цехĕн маçтăрĕ (1975), аслă мастăр (1981), тĕрĕ ӳкерçи (1985).
1978—1981 çулсенче — хапрăкри профкомăн ĕçрен хăтарнă председателĕ вырăнĕнче.
1992—2005 çулсенче, пенсие тухсан, чăваш тĕрри лабораторине ертсе пынă, Чăваш Республикин ăслăх-меслетлĕ центрĕнче декораци-майлаштару ӳнерĕн ертӳç-меслетçĕ пулса тăрăшнă, Атăлçи халăхесен университетĕнче тĕрĕ ĕçне вĕрентнĕ.
Пултарулахĕ
тӳрлетЧыслани
тӳрлет- «Çĕрем çĕрсене пусаланăшăн» медаль (1957),
- «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль (1957),
- III степеньри Ĕçлĕх Мухтавĕн орденĕ (1977),
- ССРП ХХÇК кĕмел медалĕ (1987),
- «Ĕç ветеранĕ» медаль (1990),
- «Юрату тата шанчăклăх медалĕ» (2012)
- Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн хисеплĕ грамоти. 2019.
Литература
тӳрлет- Трофимов А. А., Проблемы народного искусства Чувашии. Чебоксары: Чуваш, кн. изд-во, 1985. С. 51, 64-65.
- Смирнова, Н., Пĕр çупкам хыççăн тепри / Н. Смирнова // Хыпар — 1994. — 23 раштав.
- Мария Васильевна Симакова тата унăн ĕçĕсем, // Пике — 1995. — № 11-12. — С. 32.
- Смирнова, Н. «Тĕрĕ пĕтсен тымар татăлать», / Н. Смирнова // Хыпар — 1995. — 8 нарăс.
- Григорьева, Г., Мастер чувашской вышивки // Советская Чувашия. — 1995. — 6 янв.
- Смелова, Ж., Паха тĕрĕ Марии Симаковой / Ж. Смелова // Клуб. — 1996. — № 5. — С. 12.
- В крае ста тысяч вышивок // Российские промыслы. — 2000 — Апрель-май. № 4-5 (10-11). С.
- Викторов, Ю. В., Симакова Мария Васильевна / Ю. В. Викторов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2001. — С. 371.
- Трофимов, А. А., Симакова Мария Васильевна // Трофимов, А. А. Мастера народного искусства и художественных промыслов. Предприятия и мастерские, создающие произведения художественных промыслов : кат.-справ. / А. А. Трофимов. — Чебоксары, 2004. — С. 81-83.
- Мария Симакова, Чувашские узоры. Книга-альбом. — [Шупашкар], 2005. 112 с. Илл.
- Иванов-Орков, Г. Н. Мария Васильевна Симакова: 1934. Песни на полотне / Г. Н. Иванов-Орков // Мастера изобразительного искусства. — Чебоксары, 2011. — С. 313—322. — (Б-ка Президента Чуваш. Респ. ; т. 9).
- Иванов-Орков, Г. Н. Симакова Мария Васильевна / Г. Н. Иванов-Орков // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 14.
- Иванов-Орков Г. Н. Узоры земли чувашской. Современные художественные промыслы и сувениры. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2007. С. 15.
- Иванов-Орков Г. Н. Узоры, цвет, символика. Народное искусство и художественные промыслы современной Чувашии. Альбом. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2012. С.
- Иванова, В. А. Все мы родом из детства // Иванова, В. А. Чудо рукотворное : о нар. мастерах Чувашии / В. А. Иванова. — Чебоксары, 2006. — С. 16-35.
- Изобразительное искусство Российской Федерации. Поволжье. Сост. К. Б. Кузьминых. Альбом. — Гранат, М., 2013. С. 288—289.
- Иванов-Орков Г. Н. Узоры, цвет, символика. Народное искусство и художественные промыслы современной Чувашии. Альбом. Изд. 2-е, дополн. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2018. С. 2--23, 52, 53.
- Иванов-Орков Г. Н. Золотая игла Марии Симаковой. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2021.