Петров Василий Петрович
Петров Василий Петрович (1939, чӳк, 25, Чăваш АССР Çĕрпӳ районĕ, Энĕшкасси ялĕ çур.), — чăваш прозăçи.
Василий Петров | |
Çуралнă чухнехи ят: | Петров Василий Петрович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | [1939]], чӳк, 25 |
Çуралнă вырăн: |
![]() |
Пăхăнулăх: |
![]() ![]() |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш прозăçи, тăлмачĕ |
Жанр: | повеç, калав |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Чыславсем: | РФ ЖП парни (1993), ЧАССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1990), РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1998). |

Раççей Журналисчĕсен Пĕрлешĕвĕн парне лауреачĕ (1993), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1990), Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1998).
СССР (халĕ Раççей) ÇП пайташĕ (1979).
ПурнăçĕПравить
1939 çулхи чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Энĕшкасси ялĕнче çуралнă.
Вăтам шкултан, Шупашкарти техника вĕрентĕшĕнчен вĕрнсе тухнă. Казахстанра тĕрлĕ стройкăсенче ĕçленĕ. Хĕсметрен таврăнсан Уралти патшалăх университечĕн журналистика факультетне пĕтернĕ. Чылай хушă республикăри хаçат-журнал редакцисенче вăй хунă.
Пултарулăх ĕçĕсемПравить
Малтанхи ĕçĕсем «Пионер сасси» хаçатра пичетленнĕ.
Пурĕпе 13 кĕнеке кăларнă. Паллăрах кĕнекесем:
- «Пĕр шухăш-кăмăлпа» (1973);
- «Ӳссен эс кам пулан?» (1976);
- «Чун ăшши» (1976);
- «Салтак сăнӳкерчĕкĕ» (1979);
- «Кĕрхи тăман» (1982);
- «Хăнасем» (1985);
- «Инкеклĕ сунар» (1987);
- «Хурăн çути» (1989);
- «Каскăн» (1994);
- «Венчет çĕрри» (2003);
- «Осеняя метель» (Кĕрхи тăман, вырăсла, 1986);
- «Кугамай» (Кукамай, вырăсла, 1987).