Сатур Пракка (паспортпа Задоров Прокопий Корнилович, 1919 çул, Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Патăръел ялĕ, Патăрьел районĕ, — 1943 çул, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи), — чăваш сăвăçи, çыравçи.

Саттур Пракка
Çуралнă вăхăт: 1919
Çуралнă вырăн: Патăрьел ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 1943
Вилнĕ вырăн: вăрçăра пуçне хунă
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçĕ
Задоров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Пурнăçĕ тӳрлет

1919 çулта Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Патăръел ялĕнче çуралнă.

Шупашкарта Хаçат ĕçтешĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Патăрьел районĕн хаçатĕнче редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. Сăввисемпе ытти ĕçĕсене районта тата республикăра тухса тăракан хаçатсенче пичетленĕ.

1940 çулхи çĕртмен 6-мĕшĕнче çара хĕсмете илнĕ. 28405 çар чаçĕнче çапăçнă.

1943 çулта ака уйăхĕнче вăрçă хирĕнче пуçне хунă[1].

Вуламалли тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ ЗАДОРОВ-САТУР ПРОКОПИЙ КОРНИЛОВИЧ 2021 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем тӳрлет