Талвир Алексей Филиппович
Талвир Алексей Филиппович (Башкиров, 1909, пуш, 21, Патăръел ч. ялĕ, Патăрьел районĕ — 1979, авăн, 9, Шупашкар, Чăваш АССР) - чăваш çыравçи[2][3].
Алексей Талвир | |
220px | |
Çуралнă чухнехи ят: | Башкиров Алексей Филиппович |
---|---|
Суя ятсем: | Талвир, Талварин[1] |
Çуралнă вăхăт: | 1909, пуш, 21 |
Çуралнă вырăн: | Раççей империйĕ, Чĕмпĕр кĕперни, Пăва уесĕ Патăръел ч. ялĕ, халь Патăрьел районĕ Чăваш АССР |
Вилнĕ вăхăт: | 1979, авăн, 9 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Ен |
Пăхăнулăх: |
![]() |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |

Кун-çулĕТӳрлет
1909 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Патăръел ялĕнче çуралнă. 1928-мĕш çулта Мускава тухса кайнă, СССР халăхĕсен тĕп издательствинче ĕçленĕ. Кайран Мускав патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ.
1940 çултан вăрçă пуçланичен ВЛКСМ ТК инструкторĕ пулнă. Вăрçăра взвод командирĕ, рота политрукĕ, кайран 'Комсомольская правда" хаçатăн корреспонденчĕ пулнă.
Вăрçă хыççăн "Коммунизм Ялавĕ" хаçатăн вырăнти (Патăрьелĕнчи) корреспонденчĕ. 1954-1958-мĕш çулсенче ЧАССР ÇП прравлени председателĕ.
1958-мĕш çултан литература ĕçĕпе кăна аппаланнă. 1979-мĕш çулхи авăнăн 9-мĕшĕнче вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсемТӳрлет
- "Никĕс" роман (1965);
- "Пăва çулĕ çинче" роман (<1953>).
ЧыславсемТӳрлет
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ;
- Халăхсен туслăхĕ орденĕ;
- Чăваш Енĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамоти
- медальсем.
АсăнмалăхТӳрлет
- Патăрьелĕнчи Талвир урамĕ тата вăл тĕлти "Талвир урамĕ" ятлă автобус чарăнăвĕ.
- Патăрьелĕнчи Алексей Талвир ячĕллĕ 2-мĕш номерлĕ вăтам шкул.
- Патăрьелĕнчи "Çăкăр" музей картишне куçарса вырнаçтарнă асăну çурчĕ — унта Алексей Талвир çуралса ÿснĕ.
- Патăрьелĕнчи Алексей Талвир бюсчĕ.
- Алексей Талвир ячĕллĕ литература премийĕ.
- Шупашкарти Алесей Талвир урамĕ.
ВуламаллиТӳрлет
- Алексей Талвир (Башкиров Алексей Филиппович) / Юрьев М. Писатели Советской Чувашии / М. Юрьев, З. Романова. - Чебоксары,1988. - С. 294-296.
- Алексей Талвир - улып чувашской литературы // Юхма М. Имена улиц твоих, Чебоксары! / М. Юхма. - Чебоксары, 2000.- С. 121-125.
- Вспомним о Талвире // Чебоксарские новости. - 1999. - 20 марта.
- Решетина Л. В память о Талвире / Л. Решетина // Чебоксарские новости. - 1999. - 24 марта. - С.1.
- Юхма М. Талвир неизвестный - опальный / М. Юхма // Советская Чувашия.- 1999.- 13 марта и др
АсăрхавсемТӳрлет
- ^ Ларионов, Николай. Пăва çулĕ çинче çуралнă писатель. — Патăрьел районĕн "Авангард" хаçачĕ, 22, март, 2014. г.
- ^ ЧУВАШСКАЯ ЭНЦИКЛОПЕДИЯ^ Персоналии
- ^ Писатели : Талвир Алексей (Башкиров Алексей Филиппович)