Башкиров Владимир Леонидович

Башкиров Владимир Леонидович, — паллă спортсмен. Мускав облаçĕнчи Королёв хулинче 1952 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче çуралнă. Ытти çăлкуçсем çуралнă вырăна урăхла та кăтартаççĕ. 1997 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Гималайри Лхоцзе тăвĕ çинче вилнĕ. Альпинист, СССР спорт маçтăрĕ, тĕнче шайĕнчи спорт маçтăрĕ, "Снежный барс" титула çĕнтерсе илнĕскер, "Эдельвейс" орденăн кавалерĕ. 50 ытла хут чи пысăк категорири кăткăслăхлă тусем çине хăпарнă тата 8 хутчен 8000 метр çÿллĕшлĕ тусем çине (вĕсенчен пиллĕкĕшне — пĕр календарьлĕ çулталакра, 1996—1997-мĕш çулсенче). "Энергия" РКК инженеренче ĕçленĕ.

Владимир Башкиров
Пайăр хыпар
Арлăх: арçын
Тулли ят: Башкиров Владимир Леонидович
Тăван ят: Башкиров Владимир Леонидович
Гражданлăх: СССР РФ
Ăстаçăлăх: альпинизм
Çуралнă вăхăт: 28 кăрлач 1952
Çуралнă вырăн: Мускав облаçĕ, Королёв, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 27 çу 1997
Вилнĕ вырăн: Непал, Лхоцзе, Гималай

Кунçулĕ

тӳрлет

Мускав облаçĕнчи Королёв хулинче 1952-мĕш çулта çуралнă. Электронла чăваш энциклопеди шучĕпе вара, çуралнă вырăн — Шупашкар[1].

Альпинистăн ашшĕ — Башкиров Леоонид Филиппович (1929-1992) — тăвăмлăх йĕркелÿçи, тĕрлĕ савутсен пуçлăхĕ. Çапла вара, Владимир Башкиров альпинист Талвир Алексей Филиппович (1909-1979) çыравçăн йăхсемĕ пулнă. Мĕншĕн тесен Алексей Филиппович тата Леонид Филиппович — пĕртăвансем.

Чыславсемпе парнесем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Скородумов Н.Г. Башкиров Владимир Леонидович. — Электронла чăваш энциклопедири статья.

Каçăсем

тӳрлет