Мармела́д (фр. marmelade) — улма çимĕçĕсенчен сахăрпа пĕçернĕ кулинар продукчĕ. Çăралатма пектин, агар-агар, желатин япалалăхĕсемпе усă кураççĕ. Акăлчанла калаçакан çĕршывсенче marmalade тесе цитрус йышши (ытларах апельсинран) улмаран пĕçернине палăртаççĕ.

Мармелад
Хытă мармелад
Компонентсем
Кирлисем улма çимĕçсем, сахăр, агар-агар
Шаблон:Карточка/Викикĕнеке
Çăкăр çине сĕрнĕ мармелад.

Истори

тӳрлет

Франс чĕлхинче marmelade айваран пĕçерни пулать.

Апельсинсенчен çăра пĕçернине Аслă Британире халăх питĕ кăмăлланă, унтан çак мода континент çине куçнă — нимĕçле Marmelade повидло е пĕçерни пулать.

Европейсем мармелада Хĕрес харçисенче Кĕçĕн Азире паллашнă. Мармеладăн тăван çĕршывĕ — Çывăх Тухăç тата Тухăç Вăтаçĕр тинĕс таврашĕ.

Тăвăмлăх

тӳрлет

Мармелада Раççей Федерацинче 2010 çулта 65,4 пин тоннă, 2011 - 69,5 пин тоннă, 2012 - 70,0 пин тоннă, 2013 - 76,0 пин тоннă, 2014 - 77,4 пин тоннă, 2015 - 68,6 пин тоннă, 2016 - 73,4 пин тоннă туса хатĕрленĕ[1].

Асăрхавсем

тӳрлет

Литература

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет