Шыв

Шыв — водородăн оксичĕ, гидроксид, йӳçĕхнĕ (тутăхнă) водород. Метал мар сывлăшпа икĕ атомлă водород, тĕссĕр, шăршăсăр шĕвек. Хими формули — H2O. Цельси температури тăрăх 0 градусран аяла ансан хытă тăрăма куçать, пăр е юр пулать. Температури цельсий тăрах 100 градусран çӳлĕрех хăпарсан сывлăш тăрăмне куçать, пăс пулать. Çутçанталăкра питĕ кирлĕ пулăм.
Физика пахалăхĕсемТӳрлет
Шыв йĕркеллĕ условисенче шĕвек тарăмра пулать, çав вăхăтрах ытти элементсен водород çыхăнăвĕсем газ форминче (H2S, CH4, HF). Водород атомĕсем кислород атомĕсене 104,45° (104°27′) кĕтеспе çыхăннă. Çавăнпа шыв молекулин электричество диполь моменчĕ пысăк (p = 1,84 Д, Синиль йӳçĕкĕнчен çеç пĕчĕкрех). Шывăн кашни молекули 4 Водород çыхăнăвĕ таран тăвать, вĕсенчен иккĕше кислород атомĕн, иккĕше водород атомĕсен[1]. Водород çыхăнăвĕсем нумай пулна пирки шыван вĕрекен темпертаури тата уделлă пăс тăвакан ăшши пысăк[1]. Водород çыхăнăвĕсем пулман пулсан кислород Менделеев тапăлĕнчи вырăнне шута илсе тата кислород евĕр хими элеменчĕсен (кӳкĕрт, селен, теллур) вĕрекен температурăна астуса шыв −80 °С веремелле, −100 °С шанмалла[2].
Шывăн тĕрлĕ изотоп модификацисен тĕрлĕ температурăри физика пахалахĕсем[3]:
Шыв модификацийĕ | Максималлă тачалăх температури °С |
Виççĕллĕ пăнчă температури °С |
---|---|---|
Н2O | 3,9834 | 0,01 |
D2O | 11,2 | 3,82 |
T2O | 13,4 | 4,49 |
Н218O | 4,3 | 0,31 |
Шыв полярлă япаласене лайăх ирĕлтерет, ку пурăнакан организăмсене питĕ кирлĕ. Чĕрĕ клеткăпа клеткăсем хушшинчи сыпăра шывра ирĕлнĕ хими çыханăвĕçем пĕр-пӗринпе çыхăнаççĕ[4]. Шыв çер çинчи пĕтĕм пĕр клеткăллă тата нумай клеткăллă организăмсене кирлĕ.


Изотоп модификацисемТӳрлет
Кислородпа водородăн та çутçанталăкри тата искуствĕллă изотопĕсем пур. Изотопĕсем нейтронĕпе кăна улăшăнса тăраççĕ. Водород изотопĕсен типĕсем шыв молекулине кĕнипе çакăн пек тĕсле шывсене уйараççĕ:
- Çăмăл шыв (ахаль шыв) .
- Йывăр шыв (дейтери) .
- Питĕ йывăр шыв (трити) .
- трити-дейтери шывĕ
- трити-проти шывĕ
- дейтери-проти шывĕ
Кранри шывра йывăр кислородлă шыв (H2O17 тата H2O18) D2O16 шывран нумайрах: вĕсем, шайлашуллă, 1,8 кг тата 0,15 кг пĕр тоннăна[2].
![]() |
Шыв Викиампарта? |
---|
АсăрхавсемТӳрлет
- ^ 1 тата 2 Ларионов А. К. Занимательная гидрогеология. — Москва: Недра, 1979. — С. 157. — 5-12 с.
- ^ 1 тата 2 Петрянов И.В. Самое необыкновенное вещество. — 1965. — № 3. — С. 2—14.
- ^ Physics of Ice (15 страница)
- ^ Молекулярные преобразователи энергии в живой клетке (Тихонов А. Н., 1997)