Вир (Panicum) — вĕçкĕн йышĕнчи пĕрçуллăхлă курăклă ăрачĕн ӳсентăранĕ. Азире, Америкăра, Африкăра, Европăра унăн 500 яхăн тĕсĕ ӳссе çитĕнет, Раççейре — çак ӳсентăранăн 8 тĕсĕ ӳсет. Тискер тĕсĕпе çитĕнекен вир — çум курăк е выльăх апат курăкĕ.

Panicum torridum

Вир ахаль (Panicum miliaceum) тискер тĕсĕпе палăртман. Пирĕн эрăччен III пин çул каялла Китайпа Монголи ял хуçалăхĕнче акса ӳстерме тытăннă. Вăл çур тырри, ăшша юратать, типлĕхе, шăрăха чăтăмлă ӳсентăран. Индипе Шри-Ланкара вĕтĕ вире (Panicum sumatrense) туса илеççĕ. Вир тĕшшинчен кĕрпе (вир кĕрпи) тата çăнăх тăваççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе унăн тĕшшипе, (лузгу, мучель) улăмпа тăрантараççĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Куданова З.М. Определитель высших растений Чувашской АССР. — Чуваш. кн.изд-во.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Ясмăк, Пăрçа, Шалçа пăрçи Тулă, Сĕлĕ, Кукурусă, Рапсă, Ыраш, Хура тулă, Рис, Урпа.