Юхвитов Петр Сергеевич
Петр Сергеевич Юхвитов (1918 çул, юпа, 1, Хурăнвар ялĕ, Çĕпрел районĕ
Тутарстан, РСФСР — 1944 çул, çурла, 12, Коростенька ялĕ ҫывӑхӗнче, Украина) — Совет Союзĕн Паттăрĕ.
Петр Сергеевич Юхвитов | |||||
Çуралнă вăхăт | 1918 çул, юпа, 1 | ||||
---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн |
Хурăнвар ялĕ, Çĕпрел районĕ Тутар АССР, РСФСР | ||||
Вилнĕ вăхăт | 1944 çул, çурла, 12 | ||||
Вилнĕ вырăн | Коростенька ялĕ ҫывӑхӗнче, Украина | ||||
Пăхăнулăх | СССР | ||||
Çар ăрачĕ | пехота | ||||
Хĕсмет çулĕсем | 1939-1944 | ||||
Хисеп | |||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | ||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Биографи
тӳрлетВăл 1918 çулта юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Тутарстанăн Çĕпрел районĕчи Хурăнвар ялĕнче çуралнă.
Патăръел педагогика училищинчен вĕренсе тухнă (1937). Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине 1943 ҫултан хутшăннă. Рота командирĕ пулса çапăçнă. 1944 çулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Коростенька ялĕ патĕнче хăйĕн ротипе нимĕçсен батальонне тылран пырса çапăçу пуçланă. Тăшмана вăйсăрлатса хупăрланă, 47 салтака пĕтернĕ, 19 салтакпа 2 офицера тыткăна илнĕ. Çав майпах 521-мĕш сăрта ярса илнĕ.
1944 çулхи çурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Украинӑн Ивано-Франковск облаçĕнчи Коростеньки ялӗ патӗнче хĕрӳ çапăçура Юхвитов паттăррăн пуçне хунă.
Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕçтернĕ.
Украинӑри Ивано-Франков облаçĕчи Бурштын поселокра пытарнӑ.
Вуламалли
тӳрлет- Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 275.
- Совет Союзӗн Геройӗ : [Петр Юхвитов ҫинчен] // Хыпар. – 2013. – 21авӑн. – С. 4 : портр.
- Михайлов, В. М. Юхвитов Петр Сергеевич / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 699.
- Юхвитов Петр Сергеевич // Наши земляки – Герои Советского Союза. – Чебоксары, 1980. – С. 508.
- Юхвитов Петр Сергеевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чăвашĕсем : [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 415.
Каçăсем
тӳрлетЮхвитов Петр Сергеевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
Ҫулталӑк кӗнеки=Книга года 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |