Хулаçырми (Çĕпрел районĕ)
(Хула Çырми (Çĕпрел районĕ) ҫинчен куҫарнӑ)
Хулаçырми е Хула Çырми (выр. Городище)— Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи чăваш ялĕ. Хула Çырми икĕ пайран тăрать:Аслă Ял тата Чăвашкасси. Ялта "Путь Ленина" АКХ правленийĕ, вăтам шкул, фельдшер пункчĕ, клуб, ял вулавăшĕ, почта, ача сачĕ, музей 1995-мĕш çултан. Хула Çырми Кивĕ Çĕпрелтен 22 çухрăмра, вырнаçнă. Яла газпа водопровод кĕртнĕ.
Ял
Хулаçырми
Хулаçырми
|
Истори
тӳрлетЯлăн çурçĕр хĕрринче авалхи хӳтĕленнĕ вырăн пулнă (XII ĕмĕрти Пăлхар Патшалăхе вăхăтĕнче). 1967-мĕш çулта кунта СССР Ăслăлăхсен академин Хуснти филиалĕн экспедийийĕ ĕçленĕ. XIX-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче ялтан хресченсен ушкăнĕсем Ӗпхӳ кĕпернипе Çĕпĕре куçса кайнă. XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта вулăс кантурĕ, чиркӳ, шкул (1840-мĕш çултан), лавкка, почта, çил арманĕсем, кĕрпе арманĕ пулнă.
Демографи
тӳрлетХалăх шучĕ | |||||||||
1859 | 1910 | 1938 | 1949 | 1958 | 1970 | 1979 | 1989 | 2002 | 2010 |
1060 | 1438 | 2681 | 1947 | 2118 | 2062 | 1764 | 1162 | 869 | 770 |
Паллă çынсем, ытти харкамлăхсем
тӳрлет- Афакин Николай Васильевич - Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшă салтак, Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илме тăратнă, анчах илеймен.
- Мокшин Александр Фёдорович (1927-1996) - Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ.
- Исли Валерий Григорьевич (1942–2005) - Тутарстанри чăваш наци-культура автономин пĕрремĕш председатĕлĕ.
- Раман Иринкки — журналист, Хусанти "Сувар" хаçат ертуçи, чăваш прозăçи.
- Семёнов Григорий Трофимович (1919—1981), — Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ.
- Угаслов Николай Фёдорович, — шултра бизнесмен, Чăваш республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Наци Конгресĕн президенчĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Шупашкар, 2002. 192 с. 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Гафаров Иршад Ахметович. , Шихранов А.Н. Городище (Исследования по истории Юго-Западного региона РТ и села Городище). — Хусан: Идел-Пресс, 2012. — С. 168. — ISBN 978-5-85247-554-2