Угаслов Николай Фёдорович

Николай Фёдорович Угаслов (08.02.1952, Хулаçырми, Çĕпрел районĕ, Тутар АССР çур.) — пĕрлĕх ĕçченĕ, шултра усламçă, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, ЧНК президенчĕ.

Николай Угаслов
Çуралнă чухнехи ят Николай Фёдорович Угаслов
Çуралнă вăхăт 1952, нарăс, 8
Çуралнă вырăн Городище, Тутар АССР, РСФСР, ССРП
Гражданлăх ССРП
РФ
Ашшĕ Фёдор Михайлович
Амăшĕ Елена Игнатьевна
Ачисем 3

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ (2008), Тутарстан Руспубликин тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ (2008), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çурт-йĕр тăваканĕ (2011), Шупашкарти «Çулталăк меценачĕ» хула конкурсĕн лауреачĕ (2006), Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ[1].

Биографи тӳрлет

Тутар АССР йышне кĕрекен Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Чăваш патшалăх И.Н. Ульянов ячĕллĕ университетĕнче çурт-йĕр тăвăм факультетĕнче вĕренсе тухнă.

Каменщик пулса СУ-4 «Спецстроймеханизация» организацинче, Саранскри çурт тăвакан комбинатра маçтăр пулса вăй хунă. 1973-1992 çулсенче – СМУ-2 организацире монтажник, маçтăр, прораб, тĕп инженер пулса ĕçленĕ, СМУ-102 пуçлăхĕ, Шупашкарти çурт тăвакан комбинатра проектăн тĕп инженерĕ пулса тăрăшнă. 1989 çулта «Армения – Чувашстрой» çурт тăвакан пуйăс пуçлăхĕ, Ленинакан хулана çĕр чĕтреннĕ хыççăн çĕнĕрен тунă. 1992 çулта çурт тăвакан «ТУС» компанине йĕркеленĕ, халĕ те унăн тĕп директорĕ.

Пĕрлĕх тата ыртăву ĕçĕсемпе хастар тăвать. Н. Полорусов-Шелепи чăваш халăх поэтăн тăван çĕрĕнче (Тутарстан), чăваш халăхĕн çутлăхçи И.Я. Яковлев тăван çĕрĕнче, Икĕ хутчен Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ П. Дементьев тăван çĕрĕнче палăксем лартнă. «Чуваши Татарстана» наци энциклопеди пуххине кăларма укçапа пулăшнă.

2003 çулта ăна Тутарстанри чăвашсен «Пӑлхар» ентешлĕхĕн председательне суйланă.

2009-2013 çулсенче – ЧНК вице-президенчĕ, 2013 çултанпа – ЧНК президенчĕ.

Кĕнекесем тӳрлет

  • «Чуваши Татарстана» (коллективпе).

Чыслани тӳрлет

  • «Мухтав Ылтăн Çăлтăрĕ»
  • «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕхĕн» орденĕ (2017).

Литература тӳрлет

  1. Трофимов, А. А. Архитектор жизни = Пурнӑҫ архитекторӗ = Architect of life : [моногр.] / А. А. Трофимов, П. В. Афанасьев – Чебоксары : [б. и.], 2012. – 271 с. : цв. ил., портр.
  2. Васильев, А. Йӑхташсем ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесшӗн / А. Васильев // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. – 2015. – 22 авӑн (№ 5). – С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
  3. Григорьев, В. Яваплӑха туйса / В. Григорьев // Хыпар. – 2014. – 29 ака . – С. 4.
  4. Громова, А. Угаслов – Шупашкарӑн Хисеплӗ гражданинӗ / А. Громова // Хыпар. – 2014. – 14 ҫурла. – С. 1.
  5. Леонтьева, З. Чӗресене юрӑсемпе ташӑсем ӑшӑтрӗҫ / З. Леонтьева ; автор сӑн ӳкерчӗкӗ // Ял пурнӑҫӗ (Тутарстан). – 2014. – 2 июль (№ 47). – С. 1 : сӑн ӳкерчӗк.
  6. Смирнова, Н. Ырӑ ырӑпа таврӑнать / Н. Смирнова // Хыпар. – 2014. – 27 чӳк – С. 4 : сӑн ӳкерчӗксем ; Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. – 2014. – Раштав (№ 10). – С. 4 : сӑн ӳкерчӗксем.
  7. Угаслов, Н. Ф. Тӑван халӑх умӗнчи тивӗҫ / Н. Смирнова калаҫнӑ // Хыпар. – 2014. – 5 ака. – С. 8 : сӑн ӳкерчӗк.
  8. Угаслов, Н. Ф. Н. Ф. Угаслов: «Чӑвашсен пуласлӑхне шанатӑп» / И. Трифонова калаҫнӑ // Сувар. – 2014. – 26 дек. (№ 51). – С. 5 : сӑн ӳкерчӗк.
  9. Яковлева, З. Николай Угаслов – Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ / З. Яковлева // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. – 2014. – Ҫурла (№ 6). – С. 5 : сӑн ӳкерчӗк.
  10. Афанасьев, П. В. Угаслов Николай Федорович / П. В. Афанасьев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 296-297.
  11. Бодрова, О. Рад и стар, и млад / О. Бодрова ; фото автора // Чебоксар. новости. – 2011. – 1 окт. – С. 2.
  12. Сорокин, Н. М. Угаслов Николай Федорович // Сорокин, Н. М. Чувашские писатели Татарстана / Н. М. Сорокин, Е. Турхан. – Чебоксары, 2015. – С. 184-186.
  13. Титов, Н. Гражданин – звучит гордо / Н. Титов // Совет. Чувашия. – 2014. – 14 авг. – С. 5 : фот.
  14. Угаслов, Н. Николай Угаслов: «Мы достойно провели юбилей, с достоинством мы провожаем уходящий год» / Н. Угаслов; записала Н. Шаклина] // МК в Чебоксарах. – 2016. – 30 дек. – 13 янв. (№ 1/2). – С. 20 : фот.
  15. Угаслов, Н. Ф. Николай Угаслов: «Мой путь – помогать людям» : директор строительной компании готов вкладывать в будущее детей личные средства / Н. Ф. Угаслов ; [записал Д. Новак] // Моя Империя. – 2011. – № 5/6 (47). – С. 22-28.
  16. Угаслов Николай Федорович // Строители Чувашии : [ил. изд.] / сост. П. Сымкин. – Чебоксары, 2015. – С. 264-266.
  17. Угаслов Николай Федорович // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем : [кн.-альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 437-438.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет