Чăваш Çĕпрел
![]() |
![]() |
Гербĕ | Ялавĕ |
---|---|
Чăваш Çĕпрел | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Республика | Тутарстан Республики |
Район | Çĕпрел районĕ |
Ял тăрăхĕ | Чăваш Çĕпрел ял тăрăхĕ |
Лаптăк | км² |
Халăх йышĕ | 1135 |
Йышлăхĕ | /км² |
Телефон префиксĕ | +7 843хх |
Почта индексĕ | 422485 |
Геогр. широти | 54°31′00″ Ç/N |
Геогр. долготи | 47°32′00″ Т/E |
Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
ОКАТО (код) | |
Чăваш Çĕпрел — Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи чăваш сали. Ялта вулавăш, чиркӳ, çыхăну уйрăмĕ, культура çурчĕ, шкул пур. Чăнлă юханшывĕн икĕ хĕрринче вырнаçнă.
ИсториПравить
Яла виçĕ пĕртăван: Еливан, Ильмуха, Кранка 1624- мĕш çул патнелле никĕсленĕ теççĕ. Вĕсем нумай çул хушши хĕсметре тăнă хыççăн çак вырăнти çĕрсене усă курма ирĕк илнĕ. Çĕр шурлăхлă вырăнта çĕпре пек йӳçĕ пулнипе яла Çĕпрел теме тытăннă.
УрамĕсемПравить
- Тĕп урам:
- Октябрь урамĕ;
- Культура урамĕ;
- Çамрăксен урамĕ.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕПравить
17-18 ĕмĕрсенче ялта 100-15 кил кăна пулнă, 19-мĕш ĕмĕрте –73 кил, в 1946-47 çулсенче- 236 кил. Халĕ ялта 338 кил. Ялта 1297 чăваш, 7 вырăс тата 5 тутар пурăнать [1] .
Паллă çынсемПравить
- Кудрявцева Мария Порфирьевна (1927-1996) — РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентевçи, Ленин орденĕн кавалерĕ[2][3].
ВуламаллиПравить
АсăрхавсемПравить
- ^ Чăваш Çĕпрел(вырăсла)(ĕçлемен каçă)
- ^ Чăваш энциклопедийĕнчи статья. (Кунта РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентевçи пулнине каламасăр хăварнă)
- ^ #ЛюбиЧувашию Батыревский район 24 дек 2015 в 9:07