Открыть главное меню
Интернет эрешĕн çыханăвĕсене ӳкерсе-çырса кăтартни
This NeXT Computer was used by Sir Tim Berners-Lee at CERN and became the world's first Web server.
ICANN headquarters in Marina Del Rey, California, United States

Интерне́т (акăл. Internet, Interconnected Networks — çыхăнуллă эрешсем, [интэрнэ́т]) — пĕтĕм хыпарлă тата шутлав янтă пуррисен (ресурссăсен) телекоммуникаци эрешĕсем. Пĕтĕм тĕнче эреш картин физикăллă никĕсĕ пулса тăрать. Часах Пур тĕнче эрешĕ тата Пĕтĕмлĕ (глобаллă) эреш тесе те палăртаççĕ. Çаплах «ине́т», «нэт» тени те тĕл пулать.

2008 çул варринелле Интернетпе пĕрмаях усă куракансен йышĕ 1,4 млрд çынна (çĕр чăмăрĕн чĕрĕк пайĕ).[1] çитрĕ.

Тупмалли

Интернет эрешĕн кунĕ-çулĕТӳрлет

ARPANET-ăн пĕрмĕш серверне 1969 çулхи авăн, 1 Калифорни университетĕнче (Лос-Анджелес) ĕçе кĕртнĕ. «Honeywell 516» компьютерĕн 12 КБ оперативлă аставăмĕ пулнă.

1971 çул тĕлне эшер витĕр электронлă почтăна куçармалли пĕрремĕш программăна çырса хатĕрленĕ, вăл вара пур усă куракан кăмăлне юранă.

1973 çулта эреш çумне трансатлантика телефон кабелĕ витĕр Аслă Британипе Норвегири пĕрремĕш ют çĕр йĕркелӳлĕхĕсене çыхăнтарать, çакăнтанпа вара интернет тĕрлĕ çĕршывсене пĕрлештерме тытăнать.


1984çулта домен ячĕсене (акăл. Domain Name System, DNS) йĕркелесе хута янă.

Интернет протоколĕсемТӳрлет

Цензура ИнтернетреТӳрлет

КитайТӳрлет

Китайра «Аслă Китай файерволĕ» (акăл. «Great Firewall of China») ĕçлет, вăл иккĕленӳллĕ ăшлăхлă сайтсен IP-адресĕсене чаркалать. Хăйĕн пурнăçне çăмăллатас тесе, Китай правительстви провайдерсене кирлĕ мар сайтсене чарса тăма хушнă (тĕслĕхрен, BBC çĕнĕ хыпар сайчĕ).

2006 çулхи кăрлачра «Google» компани, тинех, Китайра хăйĕн шырав сайтне уçнă. Анчах та, Китай правительствипе килĕшсе татăлнипе, шырава кăштах хĕстернĕ.

Википедие Китайра чарса лартнă. Кулăшла та пулĕ, анчах Китай правительстви çак чарака «массăллă информаци хатĕрĕсене ирĕксĕрлес ĕçе пропогандăлассипе кĕрешме» туса лартнă. Тĕплĕнрех википеди пресси пирки вулăр.

ИранТӳрлет

Википедие кĕрессине Иранра 2006 çулхи раштав, 3, халăх кăмăллакан урăх сайтсемпе пĕрле, тĕслĕхрен YouTube тата IMDb, хупса хунă. Çакна çĕршывра анăç культурин сĕмĕпе кĕрешес кампанипе çыхăннă.

КубаТӳрлет

2004 — 2008 çулсенче Кубăра Пĕтĕм тĕнче эркшĕпе тухтăрсем кăна усă курма пултарнă, ытти граждансене çакна саккун вăйĕпе чарнă.[2]

РаççейТӳрлет

2007 çулхи çу, 23 Çĕн Çепĕр хула сучĕ Academ.org («Первая Миля») эрешне хăйĕн ресурсĕпе усă куракансене экстремист сайчĕсене кĕме чарнă. Прокуратурăн çу, 29 çырăвĕпе, вăл «экстремизм тĕсĕллĕ интернет-ресурсĕсене кĕме чарма пултаракан хăш виçесене йышăннă». ХФХ облаç управленипе пĕрле прокурорсем тăватă район провайдерне — «Первая Миля», «Академтелеком», «Полимэкс плюс» тата «СибирьТелеком» — экстремистсен ресурсĕсене кĕрес тĕлпе тĕрĕсленĕ.[3]

Çурçĕр КорейТӳрлет

Çурçĕр Корейа тулаш Интернетпе çыхăнтаракан канал пур, анчах та çĕршв шалĕнче веб-серверсем çук; çурçĕр корей правительствин сайчĕсене ([1], [2]) урăх патшалăхсенче вырнаçтарнă. Çапах та, 2004 çултанпа КХДР-та анлă мар ушкăн çын валли электронлă почтă ĕçлет; пĕр интернет-кафе пур. Çав чухнех «Кванмен» çурçĕр корей шалти компьютер эрешĕ ĕçлет[4], ăна тулаш Интернетпе çыхăнтарман.

РунетТӳрлет

Рунет (сасă паллисемпе, [рунэ́т] вуланать) — пĕтĕм тĕнчери Интернет эрешĕн вырăс чĕлхиллĕ пайĕ. Кĕскерех каласан, Рунет — .ru тата .su наци доменĕсен Пĕтĕм тĕнчери эрешĕн пайĕ. 1987—94 çулсем тăван Интернетшĕн паллă шутланаççĕ. Атом энерги И. В. Курчатов институчĕпе Минавтопромăн ИПК-ĕнче çуралнă профессиллĕ ăслăх эрешĕ 1990 çулхи çурла, 28 тĕнчери Интернет эрешĕпе çыхăнса хальхи раççей эрешĕсен никĕсне хывать. 1990 çулхи авăн, 19 InterNIC Тĕнче информации центрĕн хыпар базинче .su пĕрремĕш шайри домена регистрланă. Çакăнтанпа Совет Союзĕнче Интернете çул уçăлать. 1994 çулхи ака, 7 InterNIC-ра пĕрремĕш .ru раççей доменне регистрланă.

Çавăн пекех пăхăрТӳрлет

КаçăсемТӳрлет

АсăрхавсемТӳрлет