Хула евĕр паçулкă
Хула евĕр посёлок (х.е.п.) — СССР тата РФ хула тăвас политикинче пурăну вырăнĕн тĕсĕ. Хăйĕн калăпăшĕпе хулапа ял хушшинче шутланать. Халăх йышĕ унта хуларан сахалтарах, ялтан ытларах. Паçулкăра вăтамран 5-50 пин çын пурăнать.
Критерисем
тӳрлетЯлпа танлаштарсан, çак паççулкăсенче пурăнакан халăх (85 % сахал мар) ял хуçалăх ĕçĕнче пулмалла мар. Х.е.п. совет тапхăрĕнче 3 пин çынтан сахал мар пурăнмалла, хулара — 12 пин çынтан сахал мар тесе палăртса хунă. Час-часах х.е.п. пĕр тĕп («хула тăвакан») завод пулнă. Çав хушăрах «рабочи паççулки» палăрту та пур. Чылай çĕрте çак ăнланусем (Раççей, 1991 çулччен — РСФСРта) пĕр пекех. Çав чухнех пурнăçра тĕрлĕ çĕрте усă кураççĕ. Х.е.п. — паçсулкă тĕсне кăтартакан географи терминĕ, рабочи паççулки (р.п.) — административлă-хуçалăх ăнланăвĕ.
ХЕП Раççейре
тӳрлетХальхи вăхăтра хăш пурăну вырăнне посёлок шайне кĕртмелли пирки йĕрке çук. Ку ыйтăва вырăнти администраци татса парать. 2006 çул пуçламăшĕ тĕлне Раççейре пурĕ 1359 хула евĕрлĕ посёлок шутланнă. 2002 çулхи çырав тăрăх Раççейри чи пысăк посёлок Краснодар Енĕнчи Пашковски пулнă. Унти халăх йышĕ 43,0 пинпе танлашнă. 104 пĕчĕк посёлокра пĕр пинрен кая çын пурăнать. Тата вунпĕррĕшĕнче — 100 çынран та сахалтарах.
ХЕП Чăваш Енче
тӳрлетХЕП постсовет урăх çĕршывĕсенче
тӳрлетÇак тĕс СССР йышĕнчи урăх республикăсенче те сыхланса юлнă. Белорусире «Гарадскі пасёлак» терминологипе усă кураççĕ.
ХЕП Польшăра
тӳрлетПольшăра, совет хула тăвас моделĕпе, çакăн евĕр пурăну вырăнĕсем 1954—1972 çç. пулнă. Халĕ унта пур пурăну вырăнĕсем икĕ категорине çеç уйрăлаççĕ: хулапа ял.
Çавăн пекех
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Поселки городского типа России. Справочник-каталог по убыванию численности населения и экономическим районам на 1.01.2005 г. 2020 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ссылки на сайты поселков городского типа России
- Положення про порядок вирішення питань адміністративно-територіального устрою Української РСР, затведженне Указом Президії Верховної Ради Української РСР від 12 березня 1981 року N 1654-X.
- Закон Республики Беларусь от 5 мая 1998 г. № 154-З «Об административно-территориальном делении и порядке решения вопросов административно-территориального устройства Республики Беларусь» 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ..
Вуламалли
тӳрлет- Проценко С. М. Селище міського типу // Географічна енциклопедія України. — Т. 3. — К., 1993. — С. 173.