Чистай
Чистай Чистай
| |
Хула гербĕ
| |
Патшалăх: | Раççей
|
---|---|
Регион: | Тутарстан
|
Никĕсленĕ: | 1715
|
Хула, çултан: | 1781
|
Халăх йышĕ, пин çын: | 61,2 (2005) |
Хула лаптăкĕ: | 34,26 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 54° 06′ ç.ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 54° 08′ х.т.д. |
Чистай (выр. Чистополь, тут. Чистай) — Тутарстан Республикин (РФ) хули. Чистай районĕн тата Чистай хула хутлăхĕн администраци центрĕ.[1]
Хула статусне 1781 çулта тивĕçнĕ.
Тавралăхĕ
тӳрлетХула Чулман Атăлăн (Куйбышев шыв усравĕ) сулахай çыранĕнче, Нурлат чукун çул чарăнăвĕнчен (Чĕмпĕр-Ӗпхӳ йĕрĕ) 125 çм çурçĕрелле вырнаçнă. Автомобиль çулĕсен çыххи (Р239 — Нурлатпа Нижнекамск çинелле, Р239 çулпа — Хусанпа Пĕкĕлмене, Ăренпура), Чулман Атăл урлă кĕпер ПГТ Алексеевское. Хулан çĕр лаптăкĕ 16,8 çм².
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
тӳрлетХалăх йышĕ — 63,0 пин çын (2002)[2].
Наци йышĕ (1989):
Хула администраци пуçлăхĕ — Иванов Дмитрий Алексеевич[3].
Кун-çулĕ
тӳрлетПĕрремĕш Пуш Уй çинчен çул çыравĕсенче XVII ĕмĕрĕн вĕçĕнче — XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче çырнă.
Ял мĕнле тапранса кайнă пирки темиçе халап пур. Чи паллипе, кунта чи малтан таркăн крепоç хресченĕсем е раскольниксем хăйсен ирĕк вырăнне никĕс янă. Анчах та ХVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче вĕсене кунтан кăларса янă, яла çунтарнă та вырăнта пуш уй çех юлнă. Çăлăнса юлнă çĕр ĕçченĕсем çĕнĕрен çурт-йĕр лартма тытăннă, часах çĕнĕ йыш килсе тĕпĕленнĕ, ятне вара çĕнĕ ял мăн пушара астуса йышăнать.
Пурăну вырăнĕ çав тери хăвăрт аталанма тытăннă, 1761 çулта кунта, халăх çыравĕпе, 1000 ытла çын пурăннă.
1781 çулта Екатерина II хушăвĕпе Чистое Поле салана Чистай ятлă уес хули статусне куçарнă, пайăр герба тивĕçтернĕ.
XIX ĕмĕр вĕçĕнче Чистай — тырă сутă-илӳн шĕкĕр вырăнĕ. 1917 çулчен — Хусан кĕпернин чаплăхĕпе иккĕмĕш (Хусан хыççăн) хули.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче Чистай Совет çыравçисен пĕрлĕхĕн кил йăви пулса тăрать. Борис Пастернак, Леонид Леонов, Клавдия Шульженко шăрантарнă «Синий платочек» юрă авторĕ Максимов кунта пурăннă.
Промăçлăхĕ
тӳрлетСавутсем — сехет («Восток»), карап юсав, «Автоспецоборудование», автоюсав; радиокомпани «Вектор»; ПКП БИСТ, йывăç ĕçлĕх комбиначĕ, сĕтел-пукан фабрики.
Çăмăл промăçлăх предприятисем (çĕвĕç, трикотаж, пушмак фабрикисем) апат-çимĕç (ликер-водка завочĕ, кондитер фабрики, пулă завочĕ, аш-какай комбиначĕ, сĕт-çу комбиначĕ, çăкăр завочĕ).
Паллă çынсем
тӳрлет- Александр Бутлеров, вырăс химикĕ, уротропин шутласа кăларакан, 1828 çулта çуралнă.
- София Губайдулина, совет композиторĕ, 1931 çулта çуралнă.
- Борис Пастернак, совет çыравçи, 1942—1943 çулсенче пурăннă.
- Маринин Виктор Иванович - 1923-1943, Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Николай Петрович Лихачёв, совет ăсчахĕ, историк, археограф, палеограф, ӳнер тĕпчевçи, библиограф, коллекционер, академик 1862—1936
Паллă вырăнсем
тӳрлет- Хула ĕçтăвкомĕн малтанхи çурчĕ.
- Шыв паракан башня
- Мăшăрлану керменĕ.
- Мельников çурчĕ.
- Перекет банкĕн тĕп çурчĕ.
Литература
тӳрлет- Поспелов Е. М. Географические названия России. Топонимический словарь. — М.: Астрель, АСТ, 2008. — 1500 экз. — ISBN 978-5-17-054966-5
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Закон Республики Татарстан от 31 января 2005 года N 44-ЗРТ «Об установлении границ территорий и статусе муниципального образования „Чистопольский муниципальный район“ и муниципальных образований в его составе»
- ^ http://perepis2002.ru/ct/html/TOM_01_04_4.htm 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Руководитель Исполнительного комитета Чистопольского муниципального района 2019 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
тӳрлет- Чистай «Ман хула» энциклопедире
- Хулан хыпар сайчĕ. Хула хорумĕ
- Хула порталĕ
- Хула музейĕсем 2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Хула фотоархивĕ 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- Таврари археологи ĕçĕсем