Открыть главное меню

Куйбышев шыв усравĕ

Куйбышев шыв усравĕАтăл çинчи чи пысăк шыв усравĕ.

Куйбышев шыв усравĕ
Шыв усравĕ Чĕмпĕр патĕнче
Шыв усравĕ Чĕмпĕр патĕнче
Тăршшĕ500 км
Анлăшĕ35 км
Лаптăк6,5 пин км²
Калăпăш58 км³
Кĕрекен юханшывсемЧулман Атăл, Сĕве, Хусан, Аслă Çарăмсан
Куйбышев шыв усравĕ (Раççей)
Red pog.png

1955—1957 çулсенче Атăла Шукăль тăвĕ тĕлĕнче Ставрополь-Атăл-çинчи (халĕ Тольятти) хули патĕнче пӳлсе Атăл ГЭС-не тунă хыççăн пулса тăнă.

ТавралăхĕТӳрлет

Шыв усравĕн вăрăммăшĕ 500 çухрăм ытла, чи сарлака вырăнĕ Чулман Атăл кӳлмекĕнче — 35 çухрăм, шыв тĕкĕрĕн лаптăкĕ — 6,5 пин çм² (юханшывсем хушшинче — тĕнчере пĕрремĕшĕ), пĕтĕм шывĕ — 58 çм³, вĕсенчен 34 çм³ — усăлли. Пӳлнĕ шывăн çӳллĕшĕ — 29 м. Унăн чикки Атăл тăрăх Шупашкар тĕлне, Чулман АтăлпаЧуллă Çыр патне çитет. Чулман Атăл, Сĕве, Хусан тата ытти юханшывсен айлăмĕсене йышăнать.

Хуçалăхри усăллăхĕТӳрлет

Шывуправĕн тĕп ĕçĕ — электроэнерги туса кăларасси. Ккунта пăрахутсене çӳреме питĕ лайăх, çаплах хулана шывпа тивĕçтересси, уй-хире шăварасси ĕçшĕн çав тери ансат. Унсăр пуçне, шыв пулă пуянлăхне ӳстерме пулăшать.

МикроклиматТӳрлет

Шыв усрав Атăлăн юхăмне питĕ улăштарнă: çуркунне шыв сахалтарах сарăлма пуçланă, çуллапа хĕлле — хăпарнă та. Хусан патĕнче шыв çӳллĕшĕн вылянăвĕ халĕ 5—6 м, малтан, шыва пӳличчен, 10—11 м пулнă. Ку вырăнти шыв халĕ 3-5 кун маларах шăнса ларать, çурхи пăртан вара каярах тасалать. Шывуправăн 3-6 çухрăм таврашĕнчи микроклимачĕ, тĕпĕнчи тата çыран хĕррисенчи пулăмсем улшăннă, абрази тата çыран арканăвĕсем вăйланнă, çĕр ишĕлни самайланнă. Шыври тата шыв çумĕнчи флорăпа фауна питĕ вăйлă улшăннă.

КаçăсемТӳрлет