Открыть главное меню

Тутарстан ялавĕ

Тутарстан ялавĕ

Тутар Республикин ялавĕн авторĕ ТР халăх ӳнерçи, Г.Тукай преми лауреачĕ Тавиль Гиниатович Хазиахметов. Флаг тăваткĕтеслĕх евĕрлĕ. Унăн ăшĕнче симĕс, шурă тата хĕрлĕ йĕрсем. Шурă тĕсĕ ялавăн 1\15 сарлакăшне йышăнать, вăл симĕс тата хĕрлĕ йĕрсем хушшинче вырнаçнă. Симĕс тĕс çӳлте.

ТР ялавĕн тĕсĕсем çакна пĕлтереççĕ: симĕс — çуркуннехи ешерӳ, çанталăк чĕрĕлнине сăнлать; шурă — тасалăх; хĕрлĕ — вăй-хăват, пурнăç.