Челпир
Челпир — пăлхар-чăвашсен чи чаплă, чи маттур патшисенчен пĕри. Вăл 1178 — 1225 çулсенче патшара ларнă. Челпир Шамкун патша мăнукĕ. Челпирĕн ашшĕ — Отек, вăл 1164 — 1178 çулсенче патша пулса тăнă. 1225 çулта çĕре кĕнĕ.
Пурнăçĕ, ĕçĕсем
тӳрлетЧелпир патшара ларнă чухне Пӳлер хули Атăлçи Пăлхарăн шĕкĕр хули пулать. Çак саманар пăлхар-чăвашсене питĕ йывăр тапхăр тивнĕ. Тухăçра, Керулен шывĕ хĕрринчен çĕкленсе тискер те шелсĕр Чингисхан эшкерĕ анăçалла талпăннă. Монголсем, чăваш-пăлхарсемпе туслă Хорезмшах патшалăхне çапса аркатса, мĕнпур тĕнчене тепĕр майлă çавăрттарса хума хатĕрленнĕ. Çавăнпа та вăл, çĕршывăн шалти лару-тăрине лайăхлатса çирĕплетес, пĕтĕм йăхсене, ăрăвĕсене пĕрлештерес шухăшпа, пăлхар-чăвашсен авалхи тĕнне ĕненекенсене хĕсĕрлессине пĕтерет. Çапла вара авалхи тĕнĕ, Аслă турă Танкăр çĕнĕрен вăй илет. Çав хушăрах Челпир çĕршывăн чиккине çирĕплетет, хуласемпе кармансен хӳттисене тĕрĕслеттерет, юсаттарать. Вăл хушнипе пĕтĕм Атăлçи Пăлхара темиçе тăрăха пайлаççĕ, çурçĕртен кăнтăралла тăсăлакан сыхлав хӳмисене хăпартаççĕ, канавсем чаваççĕ. Çарне вăйлатать, халăха вăрçă ĕçне вĕрентет. Челпир вырăс вăйпучĕсемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшать, анчах та вĕсемăна ăнланмаççĕ, пĕрмаях пăлхарсен çĕрĕсене вăрă-хурахла кĕре-кĕре каяççĕ. Челпир çарĕн вĕсене ним юлми çапа-çапа çĕмĕрет. 1223 çулта тутар-монголсен виçĕ таманĕ (тӳмен) кăпчăксене хăваласа вырăссен çĕрне кĕрсе каять. Кашни таманьре 10 пин çын. Вĕсене Супутей çарпуçĕ ерте пынă. Монголсем Калка юханшывĕ çинче вырăссемпе кăпчăксен пĕрлешнĕ çарне пĕтĕмпех пĕтереççĕ. Монголсене хирĕç 180-200 пинлĕ кăпчăксемпе вырăссен çарĕ тăнă пулсан та, Супутей вĕсене вăрçă ăсталăхĕпе çĕнтернĕ. Çак Калка çинче çĕнтернĕ хыççăн вĕсем Атăлçи Пăлхар çине тапăнса кĕреççĕ. Çакăн чухне вара Челпир вăрçа хатĕрленни кирлĕ пулать. Ку вăрçă 1223 çулхи çуркунне пулнă. Пĕтĕм халăх тăшмана хирĕç тăрса тухать. Хĕрарăмсем те çавăнта хутшăнаççĕ. Чăваш-пăлхарсем тăшмана хирĕç тухса ăна Кĕрнек хули патĕнче кĕтсе тăнă. Авалхи Кĕрнек хули Чĕмпĕр облаçĕнчи Мелеккес районне кĕрекен Кивĕ Сахча ялĕ патĕнче пулнă. Çакăнта вара питĕ хаяр çапăçу пулса иртет. Пăлхар-чăвашсем хăйсен авалхи вăрçă меслечĕпе усă кураççĕ. Çапăçу пуçлансан каялла чакма тытăнаççĕ. Монголсем хыççăн хăваласа пыраççĕ, хăйсем асăрхамасăрах йĕри-тавра пытанса ларнă пăлхарсен чи маттур çарĕсен авăр-тамăкне лекеççĕ. Вара Челпир çарçыннисем монголсене шеллемесĕр турама пуçлаççĕ. Супутей çакăнтан хăй аран çăлăнса тарать. Анчах та çапăçу хыççăн Челпир нумаях пурăнайман, 1225 çулта çĕре кĕнĕ.