Тĕнери

(Танкăр ҫинчен куҫарнӑ)

Тĕнери Турă (др. тюрк. ‏𐱅𐰭𐰼𐰃‎ *teŋri / *taŋrɨ, ст.-монг. ᠲᠡᠩᠷᠢ Tngri, кит. 騰格里, Téng gé lǐ) - тӳпе, тӳпери чун; тӗрӗк тата монгол халӑхӗсен чи ҫӳлти турри. Унӑн тепӗр ячӗ - "Кок Тенгри" чăвашла Кук/Кăвак Тĕнери (выр. Из синего неба). Шамана тытса тӑракан монгол йӑхӗсем пӗлӗте (тенгри) пуҫҫапаҫҫӗ, вӑл ҫутҫанталӑкӑн мӗнпур вӑйӗн чи аслӑ представителӗ шутланать. Малтан пӗлӗте кӑна пӗлтерекен тэнгри сӑмах вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗлӗтри чунпа усӑ курма пуҫланӑ.


Пĕрремĕш çырса хăварнă сăмах, китайсам хуннсем çинчен каланă чух сыхланса юлнă 撑犁:

«匈奴谓天为撑犁» : Хуннусем Тиень (天 тÿпе е темиçе тÿпесен китайла ячĕ) сăмаха Тенгри тесе ятлаççĕ.

Монгол тенгрианӑвӗнче Тӳпери Атте (монг. Тэнгэр Эцэг) Тата Амӑшӗ-Ҫӗр (Монг. Газар Ээж). Пӗтӗм тӗнчери ҫӗнтерӳ паракан турра ӗненни монгол империйӗнче хан тӗрӗслевне вӑйлатмалли идеологи мелӗпе пулнӑ. Сӑмахран, монголсен патшисем "Ӗмӗрхи Тӳпе Хӑвачӗ"ҫине янӑ ссылкӑна ҫирӗплетнӗ.


Тата 921—922 çулта Атăл тăрăхне килнĕ çул çÿревçи, Ибн Фадлан тĕрĕксен Огуз племиçинчен ак çапла çырнă:

А если кого-нибудь из них постигает несправедливость или случится с ним что-либо неприятное, он поднимет свою голову к небу и говорит: «Бир тенгри» (чăв. Пĕр Тĕнчери), а это по-тюркски «[клянусь] богом единым», так как «бир» (Пĕр) по-тюркски «один», а «тенгри» (Тĕнчери) на языке тюрок — «создатель»

Орхон çырăвĕпе «Тенгри» сăмах çырни, «ТНРИ» саспаллисемпе

Этимология

тӳрлет

Орхон-Енисей саспаллисен палăртипе ТНРИ тесе çырнă, китайсен çырăвĕнче "Тенгри" тесе палăртнă, чăвашла вăл "Тĕнери" е урăхла каласан "Тĕнчери" тенине пĕлтерет. "Тĕне" елĕк чăвашсен "тĕнче тÿпине" палăртнă, мари чĕлхинче "Тӱня" теççĕ, тутарсем "Дөнья" китайсам 天 Тиень теççĕ, чăвашсем Тĕне тенĕ, унтан вара Тĕнери Турă тенĕ, хальхи чĕлхепе каласан Тĕнчери Турă пулат. Тĕрĕксен Тенгри сăмах Тĕнери е Тĕнчери (турă) палăртат.


Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Викивулавăшра çак  темăпа текстсем пурТанкăр

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона Санкт-Петербургъ, 1890—1907 [1]
  2. ^ Этимологическая база Старостина
  3. ^ Мифы народов мира: энциклопедия. Т.2. М., 1988.[2] Архивленĕ 21 Юпа уйӑхӗн 2007 çулта.

Вуламалли

тӳрлет
  • Неклюдов С. Ю. Тенгри // Мифы народов мира : Энциклопедия. — М.: Российская энциклопедия, 1994. — Т. 2. — С. 500-501. — ISBN 5-85270-072-9.