Руç хаканлăхĕ
Руç хаканлăхĕ — Кейӳ Руçĕн умĕнхи IX ĕмĕрти руссем ертсе пынă патшалăх йĕркеленĕвĕ.
Вырăс хаканлăхĕ пирки çак хутсенче асăннă:
- Бертин анналĕсем, 839 — Рос халăхĕн хаканĕ
- Франксен официаллă хроникинче 839 çулхи çăвăн 178-мĕшĕнче Людовик I Ырă чыслăскер императăрăн Ингельгейм килне пынă висанти элчисем çинчен калани пур. Висантисемпе пĕрле Феофил II императорăн çыннисем пулнă, вĕсем çапла сăмах тытнă:
«…эпир, пирĕн халăх Рос (Rhos) ятлă; пирĕн патша (rex) — хакан (chacanus) — (Феофил) патне туслăх тума килнĕ, каланă вĕсем. Вăл (Феофил) хушса ячĕ…, император кăмăлĕпе тата унăн пулăшăвĕпе каялла хăрушсăрлă таврăнма (тăван çĕршыва), меншĕн тесен Константинополе çитнĕ çул хăйсен тискерлĕхĕпе çав тери усал ти варвар халăх çĕрĕсем тăрăх выртать, çавăнпа та вăл вĕсене (элчĕсене) инкеке лекесрен çула кăларас мар тенĕ. Вĕсен тĕллевĕсене тишкерӳллĕ тĕпчесе, император вĕсем свевсем (esse Sueonum) пулнине ăнкартать, çавăнпа та, вĕсене леш çĕршывра та, хăйĕн патшалăхĕнче те туслăх элчисем мар, вăрттăн тĕпчевçĕсем вырăнне хурса, тӳрĕ кăмăлпа килнĕ-ши е апла мар ыйтăва чăннипех уçса париччен тухса кайма ирĕк памасть.» [1]
Хронист чăннипе икĕ императорăн дипломати ĕçлĕхлĕ çырăва çӳретнин фрагментне каласа кăтартать.
Кейӳ Руçĕ
тӳрлет- Митрополит Илларион хăйĕн «Слово о законе и благодати» тата «Исповедание веры» (1040-мĕш çулсем) трактачĕсенче Владимира хакан («пирĕн çĕрĕн аслă хаканĕ») тата унăн ывăлне Ярослава («ырă тĕнлĕ Ярослав хакан») тесе чыслать.
- Таса Кейӳ Софи соборĕн хӳми çинче çапла çырнă:
. Çакăнта Ярослав Мудрый ывăлĕ — Святослав Ярославич çинчен çырнă, пулас, вăл Кейӳе 1073—1076 çç. кнеç пулнă.«Спаси, Господи, кагана нашего»
- «Слово о полку Игореве» автăрĕ(XII ĕмĕр вĕçĕ) тăматурхан кнеçне — Олег Святославича — хакан тесе çырать.
Руç хаканлăхĕн историографийĕ
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Седов В.В. "IX çĕрçуллăхĕнчи Руç хаканлăхĕ" 2004 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Вернадский В.В. "Пĕрремĕш Руç хаканлăхĕ" 2008 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- Галкина Е.С. "Тан çинчи Руç хаканлăхĕ".
- Цукерман К. "Два этапа формирования Древнерусского государства"
- Галкина Е.С. "О русах с хаканом во главе". 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Самойлов К.Г. "К вопросу о локализации русов .." 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Коновалова И.Г. «О возможных источниках заимствования титула "каган" в древней Руси», в "Славяне и их соседи : Славяне и кочевой мир" (серия "Славяне и их соседи", выпуск 10). Мускав, "Наука", 2001, стр. 108-135. ISBN 5-02-008731-9.
- Новосельцев А.П. К вопросу об одном из древнейших титулов русского князя // История СССР. – 1982. – №4.