Парспик (патша)

Парспик — хасарсен VIII ĕмĕрти çарпуçĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет

730 çулта хасарсемпе сăварсем тискер чунлă арапсене пĕр шеллемесĕр юн юхтарнăшăн тавăрма шутлаççĕ. Вĕсем пысăк çар пухса хальхи Азербайджан çине тапăнса кĕреççĕ. Саварсемпе хасарсен çарне Парспик (парс+пик) ертсе пынă. Унăн амăшĕ — Парпспит. Хăш-пĕр чăнлавсенче ăна Парсçил (Барджиль) тесе те асăнаççĕ. Парспике авалхи чăнлавсенче чи малтанхи ăстрăм авалхи чăвашсен сăмахĕпе "патша" тесе каланă. Парспик патша ертсе пынипе хасар-сăварсем Кавказ леш енне кайса Варсан хулине туртса илеççĕ, Савалан тăвĕ патне çитеççĕ, Артепил айлăмне анса Джаррах ибн Абдаллах ал-Хакками ертсе пыракан арапсен пысăк çарне йĕри-тавра хупăрласа илеççĕ. Вунă çул каялла Джаррах Пĕленçер хулине çунтарса янă пулнă, пурăнакансене шыва путара-путара вĕлернĕ. Парспикĕн нукерĕсем Джаррахăн 25 пинлĕ çарне ним юлмиччен çĕмĕреççĕ, хăйĕнне пуçне касса ывăтаççĕ. Унăн пĕтĕм кил-йышĕ сăварсен-хасарсен аллине лекет. Джаррахăн çăлтăр куçлă хĕрне Парспик хăйĕн çарпуçне качча парать. Çак вăрçă икĕ çул хушши пырать. Çав хушăра Парспик тĕлĕнмелле çĕнтерӳçĕсем туса пĕтĕм тĕнчипе чапа тухать. 732 çулта вара, хăш-пĕр тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, вăл Аслă Хасарстан патши (хаканĕ) пулса тăрать.

Вуламалли

тӳрлет
  • Артамонов М.И., "История хазар"
  • "Поэзия древних тюрков"
  • Ибн-Ассама,
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.