Парспит
Парспит — хасарсен амаçын-çарпуçĕ. Вăл VIII ĕмĕрте пурăннă.
Истори
тӳрлетАвал тапхăрсенче пăлхарсемпе сăварсем, хасарсемпе хунсем пĕр юнлă, пĕр чĕлхеллĕ, пĕр йăла-йĕркеллĕ йăхсем пулнă. Вĕсен пурин чĕлхи те хальхи чăваш чĕлхипе питĕ çывăххине çирĕплетекен тĕпчевçĕсем нумай.
«По языку хазары сближались с болгарами. Об этом со всей определенностью свидетельствуют арабские писатели. Так, например, Ал-Истахри, а вслед за ним Ибн-Хаукаль определенно заявляют: «Язык болгар подобен языку хазар». Хазары этнически ближе всех стояли к болгарам...», —
çырать М.И.Артамонов.
Вăлах тата пăлхарсемпе хасарсен чĕлхи чăвашсенни пекех пулнине çирĕплетет: —
«Благодаря сохранившимся в "Имениннике болгарских ханов" и нескольких надписях, найденных в Дунайской Болгарии и на Волге, древнеболгарским словам установлено, что болгарский язык был близок к современному чувашскому языку и относился к западной группе тюркских языков, к которой принадлежали языки огузско-печенежских племен, но никак не уйгур, относившихся к восточно-тюркской группе».
Пăлхарсемпе сăварсем чылай чухне анăçалла ытларах туртăннă, хасарсем вара, ытти пĕр чĕлхеллĕ йăхсенчен мал еннерех пурăннă май, персисемпе часах килĕшӳсем тунă. Хальхи историксем анлă шухăшламасăр чăвашсене пăлхарсемпе çеç çывăхлатать, чăвашсем яланах хасарсемпе вăрçса пурăннă тесе кăтартать. Ку вара тĕрĕс мар пулать. Ӗлĕк чăваш йăхĕсем пурăннă çĕрсенче хасарсем те пулнă, пирĕнте хасарсен юнĕ те чупать темелле. Атăлçи Пăлхар пулса каяс ĕç-пулăма та хасарсен йăхĕсем хутшăннă. Уйрăмах хасарсемпе пăлхарсем тата сăварсем Çурçĕр Кавказ таврашĕнче пурăннă чухне пĕр-пĕринпе çывăх хутшăннă.
Кун-çулĕ
тӳрлетПарспит арăм-хан пулса тăрсан, тăван халăхшăн, ирĕклĕхшĕн кĕрешĕве хастар ертсе пынă. Ун чухне арапсем хасарсене ислам тĕнне кĕртесшĕн тăрмашнă, вăрçăпа тапăннă. 718 çулта хасарсем хăйсен таврашĕни арап çарĕсене çĕмĕрсе тăкса, Дербент урлă каçса, Малти Ази е пырса тухаççĕ. Вĕсене амаçын кĕрешӳçĕ Парспит (парс пичĕ) ертсе пынă. Çакăн хыççăн арапсем чылай хушă Хасарстана тĕкĕнме хăранă.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлет- Пăлан — Парспит ывăлĕ.
Вуламалли
тӳрлет- М.И. Артамонов, «История хазар»
- Моисей Хоренский, «Эрминистан историйĕ»
- Л.Н. Гумилев, «Древняя Русь и Великая Степь»
- А.Я. Гаркави, «Сказание мусульманских писателей», 1870.
- Ал-Истахри,
- Ибн-Хаукаль,
- «Поэзия древних тюрков»
- Именник болгарских ханов.