Тамантурхан
Тматаракань[Çăлкуç кирлĕ] (Тăма Тăракан[Çăлкуç кирлĕ]) — Тамань çурутравĕ çинче вырнаçнă авалхи хула. Икĕ сăмахран тăрать: таман (тӳмен) — вунă пин çынран тăракан çар, турхан — тăрăх (облаç) ханĕ[Çăлкуç кирлĕ]. Тамантурхан Купрат патшан иккĕмĕш тĕп хули пулнă, унта унăн эрпелĕхĕ (çар академийĕ) ĕçленĕ теççĕ[Çăлкуç кирлĕ].
Истори
тӳрлетТамантурхан çинчен ромейсем çырса хăварни те пур. Ку хула куçса çӳрекен йăхсен аслă тапăрĕ пулнă темелле.
Историллĕ чăнлавсенче ку хулана ĕлĕк Таматарха ятпа çырни те пулать.
Н.М.Карамзин «История государства Российского» кĕнекин пĕрремĕш томĕнчи 388-мĕш асăрхаттарура çырать:
«См. о Таматархе известие Конст. Багрянород, в Бандури,-1, 113. Греки называли сей город также Матархою, Меторхою; а Нубийский географ именует его Метрехею... Боер первый сказал, что имя Тмуторокань есть одно с именем Таматархи... Остров Таман называется в житии Св. Никона Тмутараканским...»
Таматурхан хулине Купрат патша вилнĕ хыççăн Мал енчен килнĕ авар эшкерĕсем çунтарса янă. Анчах та çак вырăнта кайран та çынсем пурăнакан хула ӳсе ларнă. Кун пирки «Наука» пичет кăларăвĕ 1981 çулта кăларнă «Степи Евразии в эпоху средневековья» кĕнекере çырнă:
«Пережили конец IX в. (нашествие печенегов) и некоторые крымско-таманские города, в частности Таматорха (Тамань)».
Икĕ-виçĕ ĕмĕр иртсен, çак вырăна славян вăйпучĕсем хăйсен дружинипе килсе кĕреççĕ. Кунта Тамантурхан кнеçлĕхĕ пулса тăрать.
Тамантурхан Аслă Пăлхарстанăн шĕкĕр хулинчен инçе пулман, унта çитме 25 çухрăм çеç. Тамантурханăн вырăнĕнче ĕлĕк авалхи грексен Германасс хули пулни паллă. Ăна хăй вăхăтĕнче хунсем çунтарса янă пулас.
Тамантурханра чылай хушă археологсем питĕ тăрăшсах ĕçленĕ. Урамĕсене кунта питĕ таса, типтерлĕ тытнă, пылчăклă ан пултăр тесе ватнă кирпĕч сарса хунă. Тамантурхан пирĕн эрăри IV ĕмĕрте пуçланса кайнă, унта пирĕн ĕмĕре çитичченех пурнăç татăлман. М.Ю.Лермонтов çырнă «Тамань» хайлавра Тамань çурутравĕ çинче вырнаçнă Тамань хулине çырса кăтартать. Çурутрав та, хальхи хула та хăй ятне ĕлĕххи-авалхи Тамантурханран илнĕ.
Çавăн пекех
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Н.М.Карамзин «История государства Российского».
- Николай Сергеевич Арцибашев «О тмуторокани. 1828», pdf
- Карышковский П. О. Лев Диакон о Тмутараканской Руси // Византийский временник. № 42. 1960.
- Litavrin G. G. A propos de Tmutorokan // Byzantion. Tome XXXV. Fascicule 1. Bruxelles, 1965.
- Мавродин В. В. 1980. Тмутаракань // Вопросы истории, № 11. М., 1980.
- Константин Багрянородный. Об управлении империей. М., 1991.
- Тихомиров М. Н.. «Список русских городов дальних и ближних» // Исторические записки. М., 1952. Т. 40. С.214-259.
- Плетнёва С. А. Оборонительная стена в Таматархе-Тмутаракани 2019 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ. // Историко-археологический альманах. Вып. 6. Армавир, 2000. С. 21-28.
- От Тмутороканя до Тамани IX—XIX вв. Сборник Русского исторического общества, № 4(152). М. 2002.
- Гадло А. В. Предыстория Приазовской Руси. Очерки истории Русского княжения на Северном Кавказе. СПб., 2004.
- Чхаидзе В. Н. Тмутаракань (80-е гг. X в. — 90-е. гг. XI в.). Очерки историографии // Материалы и исследования по археологии Северного Кавказа. Вып. 6. Армавир, 2006.
- Чхаидзе В. Н. Таматарха. Раннесредневековый город на Таманском полуострове. М., 2008.
- Чхаидзе В. Н. Тмутаракань — владение Древнерусского государства в 80-е гг. Х — 90-е гг. ХІ веков // Вестник Московского городского педагогического университета. № 1 (5). М., 2010.
- К. В. Бабаев. Монеты Тмутараканского княжества — М.: «Древлехранилище», 2009. 101 с. : ил. — ISBN 978-5-93646-157-6.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Тамантурхан чавни, спутникран сăнанă.
- Тамантурхан кнеçлĕхĕн вак укçисем
- Тмутаракань 2013 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.- В проекте Реконструкция «Нового Геродота»