Аслă Пăлхар

(Аслă Пăлхарстан ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пăлхар (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Аслă Пăлхар (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Аслă Пăлхар, — Хура тинĕспе Азов тинĕсĕ çумĕнчи çеçенхирсенче вырнаçнă авалхи патшалăх. Патшалăха йĕркелекенĕ — Купрат. Аслă Пăлхар 165-681 çулсенче тытăнса тăнă.

Аслă Пăлхар
632 — 671 тĕл.




Аслă Пăлхар
Тĕп хула Хăнакур
Чĕлхе(сем) Пăлхар чĕлхи
Пурăнан_халăх пăлхарсем
Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕ
Хасар хаканлăхĕ
Аслă Пăлхар 6-7 ĕмĕрсем.
Аслă Пăлхар. 800 ç.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Шаблон:Пăлхари кун-çулĕ Пирĕн эрăчченех, Алтай таврашĕнче хун йăхĕсем шутĕнчи Тулă ăрăвĕ чапа тухнă. Тулă ăрăвĕнчен пăлхарсен, Танайçи (Дунайçи) пăлхарсен те, тата ытти хунсен пикĕсемпе патшисем тухнă. VII ĕмĕрте хунсен ячĕ пĕтсе пырать, ун вырăнне пăлхарсен, сăварсен, хасарсен ячĕсем чапа тухаççĕ. Пăлхар ячĕ пĕрремĕш хут историре 354 çулта тухать.

Аслă Пăлхар кăтригур пăлхар йăхĕсем тавра чăмăртанма тытăннă. Ун чухне, 626 çулта, аварсем Кустантин çине вăрçăпа кайнă, анчах та вĕсен ăнăçу пулман, аварсене висантисем çапса аркатнă. Çав ансат хушăпа кăтригурсем аварсен пăхăнăвĕнчен тухса ӳкнĕ. Кăтригурсен ĕмпĕвĕ Купрат (584—660 çулсенче), хăйĕн Уртине утигур пăлхар йăхĕсемпе (унчен лешсем тĕрĕксене пăхăнса тăнă) пĕрлештернĕ, каярахпа онукăр (вунă вăкăр) укăр йăхĕсене кăтригурсем çумне хушнă. Çапла вара Аслă Пăлхар тĕрĕкленсе пынă.

Купрат астулра ларнă чух Аслă Пăлхар аварсенчен те, хасарсенчен ирĕклĕ пулнă. Епле те анăçран хăрушăлăх Авар хаканлăхĕ хавшакланнă май пĕтĕмпех иртнĕ пулсан, тухăç енчен пĕрмаях ахăрсамана сиксе тухкаланă. Купрат хăй хуçаланнă вăхăтсенче пăлхар йăхĕсем пĕрлĕхре тытăнса тăнă, çавăнпа инкек-синкеке хирĕç тăма вăй çитернĕ. Вара вăл вилнĕ хыççăн Аслă Пăлхара Питпуян, Кăтра, Аспарух, Кувер, Альших ывăлĕсем туртса пайланă. Купратăн кашни ывăлĕ хăйнемайлă уртасемпе пурăнма тытаннă, вара пĕчченĕн вĕсен хасарсемпе тытăçма хăват пулман. Хасарсем тапăнса килсен Аслă Пăлхар пайлансах каять, çав аслă ят историе çеç кĕрсе юлнă.

Тăнайçи Пăлхарĕ

тӳрлет

Кубратăн виççĕмĕш ывăлĕ — Аспарух хăйĕн уртипе Дунай çинелле кайнă, 680 çул тĕлнелле, анатри Дунайра чарăннă, кунта вара Пăлхар патшалăхне йĕркеленĕ. Вырăнти славян йăхĕсем пăлхарсене пăхăннă. Вăхăт иртнĕçем пăлхарсем славянсемпе хутшăнса кайнă. Аспарух пăлхарĕсем тĕрлĕ славян йăхĕсемпе тата фраки йăхĕсемпе пĕрлешĕннипе пăлхар нацийĕ пулса тухнă.

Пăлхарсем Воеводинăра тата Македонире

тӳрлет

Кубратăн тăваттăмĕш ывăлĕ — Кубер (Кувер), хăйĕн уртипе Паннонине каять те аварсемпе пĕрлешет. Сирмий вăл авар хаканĕ пуласшăн тăрăшать. Пăлханни ăнăçлă пулманран хăйĕн йăхне Македоние йертсе каять. Унта вăл Керемисия районĕнче вырнаçать, Салоники хулана тапăнса пăхать. Ăнăçлă пулман хыççăн ун пирки çырни урăх тĕл пулмасть, унăн çынĕсем Македонири славян йăхĕсемпе пĕрлешсе каяççĕ.

Пăлхарсем Кăнтăр Италире

тӳрлет

Кубратăн пиллĕкĕмĕш ывăлĕ — Альших хăйĕн уртипе Италие çитнĕ. 662 ç. тĕлнелле вăл лангобардсен çĕрĕсенче чарăннă та хĕсмете кĕрсе Беневенто Гримольдĕ I патшаран Беневенто таврашĕнче çĕр пама ыйтнă. Гримуальд патша пăлхарсене хăйĕн Ромуальд ыалĕ патне Беневентона ярать, вĕсем вара унта Сепинре, Бовианора тата Инзернире вырнаçнă.[1][2] Ромуальд пăлхарсене лайăхах кĕтсе илнĕ, çерпе тивĕçтернĕ. Вăл хушнипе Альшиха херцăк титулĕ вырăнне гастальди теме тытăнаççĕ.[3]

Çакна Павел Диакон каласа панă: Вĕсем эпир асăннă çак çĕрсенче халичченех пурăнаççĕ, лвтинла калаçаççĕ пулин те, çапах та тăван чĕлхене манăçа ямаççĕ.[1][3]

Боино хула çумĕнче VII ĕмĕрти Виценне-Кампокьяро некрополĕнче чавса пăхсан 130 вилене пытарнине тупнă, вĕсенчен 13 çынна утсемпе пĕрле пытарнă[4].


Аслă Пăлхар ĕмпĕвĕсем
Аспарух | Альших | Кăтра Паттăр | Кувер | Купрат | Питпуян | Урхан |

Çавăн пекех

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • John of Nikiu Chronicles 47
  • Great Old Bulgaria - Facts and Sources greek, hebrew, latin
  • Бичурин Н.Я., «Собрание сведений».
  • Попов А., «Обзор хронографов русской редакции», 1866.
  • «Летопись византийца Феофана от Диоклетиана до царей Михаила и его сына Феофилакта», 1884-1887.
  • Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
  • Мизиев И.М., «История Карачаево-балкарского народа».
  • Артамонов М.И. «Хасарсен историйĕ»
  • Иоахим Вернер, "Захоронение в Малом Перещеннине и Кубрат, хан болгарский", "Софийские новости" хаçат, 1985, кăрлач, 9 кунĕ.
  • Тафаев Г. И., "Цивилизация и геополитика", Шупашкар, 2008.
  • Николаев В.В., "История предков чувашей. XXX в.до н.э. — XV в.н.э", Шупашкар, 2005.
  • Ю. Немет, венгр тĕпчевçи, ""
  • Ив. Шишманов, Дунайçи болгар тĕпчевçи, ""
  • К. Иречек, "История болгар", Варшава, 1877.
  • Гумилев Л.Н., "Древние тюрки"
  • Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 2003.
  • Халиков А.Х., "Кто мы — булгары или татары".
  • "Краткая история Болгарии (С древнейших времен до наших дней)", "Наука" кĕнеке кăларăвĕ, Мускав, 1987.
  • Евгени Константинов, "Дрезговини" (Ĕнтрĕк), роман, София, "Народна младеж" кĕнеке кăларăвĕ, 1960.
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», Шупашкар, 1996.
  • Dillon, John B. "Bulgars". Medieval Italy: An Encyclopedia, ed. Christopher Kleinhenz. London: Routledge, 2004.
  • D'Amico, Vincenzo. I Bulgari trasmigrati in Italia nei secoli VI e VII dell’era volgare e loro speciale diffusione nel Sannio. Campobasso, 1933.
  • Miltenova, N. (1993). I Bulgari di Gallo Matese. Rome: Passaporto Editore.

(Italian) Tombe con cavallo a Vicenne, MontidelMatese.it, March 9, 2007

Фильмсем

тӳрлет
  • "Аспарух хан", кинофильм, реж. (?), Евгени Константиновăн "Дрезговини" (Ĕнтрĕк) романĕ çийĕн, Софи, Болгари.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 1 тата 2 (Pauli Diac. HL, V, 29)
  2. ^ (Златарски. История, I, 1, с. 173).
  3. ^ 1 тата 2 История лангобардов, книга 5, Павел Диакон
  4. ^ Мингазов Ш. Р. НАСЛЕДНИКИ ВЕЛИКОЙ БОЛГАРИИ В ЗАПАДНОЙ ЕВРОПЕ // Филология и культура. Philology and Culture. — 2012. — № 1 (27). — С. 201—207. http://philology-and-culture.kpfu.ru/?q=system/files/39_0.pdf 2022 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.