Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Альших (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Альших (акăл. Alcek пăлх. Altsikurs) юланутлă пăлхарсен уртин ĕмпĕвĕ. Вăл VII ĕмĕрте хăйĕн ăрăвĕсемпе Итали варринче Матис тăвĕсем патĕнче Галло (Gallo), Сепино (Sepino), Бойано (Boiano), Исерниа (Isernia) тата ытти вырăнсенче пурăннă.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Альших, Купратăн пиллĕкĕмĕш ывăлĕ, Авар хаканлăхĕнчи пăлхарсен уртине ертсе пынă. 631 çулта Авар хаканлăхĕн астулне ларасшăн Альших аварсен ертӳçипе кĕрешнĕ. Анчах та çак политикăра вăл ăнăçу тупайман, аварсем пăлхарсене аркатнă, вĕсем вара Баварине çитнĕ. Çак çĕрте пурăнма Дагоберт I Франци патшинчен ирĕк ыйтнă. Вăл малтан хапăлланă пулнă, анчах та кайран хăйĕн çарне каçпа пăлхарсене касса пăрахма хушнă. Вилĕмрен 9000 çынран çиччĕрĕшĕ çеç çăлăнса юлнă. Вара вĕсем Италине тарса çитнĕ. Громул пăлхарсене Равенна çумĕнчи çĕрсенче пурăнма ирĕк панă.

Альших Аслă Пăлхара никĕслекен Купратăн ывăлĕ тесе чылай историксем шутлаççĕ, çапах та вĕсен теорине тĕплĕн тĕрĕслесе пĕтермен [1]

Вуламалли

тӳрлет
  • Мингазов Ш.Р. Наследники Великой Болгарии в Западной Европе // Филология и культура. Philology and Culture. – 2012. - № 1 (27). – С. 201-207.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ [1]

Каçăсем

тӳрлет


Аслă Пăлхар ĕмпĕвĕсем
Аспарух | Альших | Кăтра Паттăр | Кувер | Купрат | Питпуян | Урхан |